Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Новости > Учитель, этнограф, фольклорҫӑ – Григорий Тимофеев

Учитель, этнограф, фольклорҫӑ – Григорий Тимофеев

Паллӑ ҫыравҫӑ, этнограф, таврапӗлӳҫӗ, фольклорҫӑ, куҫаруҫӑ, вӗрентӳҫӗ, тӗн ӗҫлевҫи Григорий Тимофеевич Тимофеев ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Елчӗкри тӗп библиотекӑра районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗсемпе «Учитель, этнограф, фольклорҫӑ – Григорий Тимофеев» литература тишкерӗвӗ иртрӗ. Кунта чӑваш историне питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗпе кӗрсе юлнӑ «Тӑхӑръял» кӗнекине сӳтсе явнӑ. Кӗнекере этнографи тӗрленчӗкӗсем, халӑх сӑмахлӑхӗ, ҫырса пынисем, ҫырусемпе асаилӳсем. Кӗнеке пӗрремӗш хут 1972 ҫулта кун ҫути курнӑ. Иккӗмӗш хут ӑна 2002 ҫулта чӑваш кӗнеке издательствинче пичетлесе кӑларнӑ.

Г.Тимофеев 1878 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Тӗрлемес салинче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. Тутар Республикинчи Элщел ялӗнче шкулта ӗҫленӗ. Таврашри чӑваш ялӗсенче халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсене нумай ҫырса илнӗ, «Тӑхӑръял» ятлӑ этнографиллӗ очерксемпе халӑх сӑмахлӑхӗн кӗнекине пухса хатӗрленӗ. 1925 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ. Тӑлмачӑра, учительте ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн ҫемйипе Ҫӗпӗре куҫса кайнӑ: малтан Кемӗр, унтан Новокузнецк хулисене ҫитнӗ. 1931-1937 ҫулсенче Оренбург облаҫӗнчи Абдулино районӗнчи Анат Курмей ялӗнче шкулта ачасене математика, вырӑс чӗлхи вӗрентнӗ. 1937 ҫулта ӑна контрреволюционер тесе айӑпласа тӗрмене хупнӑ, ҫав ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Абдулино хулинче персе вӗлернӗ. Таса ятне 1967 ҫулта тавӑрнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *