Главная > Новости > Е.И.Васильева: «Хамӑр хыҫҫӑн йӗр хӑварас тесе пурӑнатпӑр».

Е.И.Васильева: «Хамӑр хыҫҫӑн йӗр хӑварас тесе пурӑнатпӑр».

Елчӗк ҫӗрӗ пултаруллӑ та маттур ҫынсемпе пуян. Социализмла Ӗҫ Геройсем кӑна пирӗн вӗсем тӑххӑрӑн.

Елчӗкри тӗп библиотекӑра ӗҫ паттӑрне — Евлалия Ивановна Васильева ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа анлӑ мероприяти иртрӗ. Мероприятине округри тавра пӗлӳҫӗсем, АПК ветеранӗсем, Елчӗкри вӑтам шкул ачисем, вулакансем хутшӑнчӗҫ. Малтанах вулавӑш ӗҫченӗсем Евлалия Васильеван ӗҫӗ-хӗлӗпе, «Ҫӗр тухтӑрӗ, ӗҫ паттӑрӗ — Евлалия Ивановна Васильева» куравпа паллаштарчӗҫ.

Евлалия Ивановна Васильева 1923 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Юнкӑ ялӗнче вӗрентекенсен ҫемйинче ҫуралнӑ.

1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Евлалия 10 класс пӗтернӗ. Пике ҫав ҫулах Шупашкарти ял хуҫалӑх институтне вӗренме кӗнӗ. Ҫӗр ӗҫӗнчи вӑрттӑнлӑха шӗкӗлчеме ача чухнех ӗмӗтленнӗ ӗмӗте пурнӑҫлама шутланӑ.

Институт пӗтерсен 4 ҫул СССР Патшалӑх планӗн республикӑри уйрӑмӗн тата 2 ҫул Шупашкар районӗнчи Лапсарти вӑрлӑх хуҫалӑхӗн агрономӗнче тӑрӑшнӑ. Республикӑри хуҫалӑхсене пысӑклатсан шӑпа ӑна Елчӗк районӗнчи Ворошилов ячӗллӗ колхоза (кайран Ленин орденӗллӗ «Победа» колхоз) илсе ҫитернӗ. Кунта ҫӗр ӗҫ ӑстипе Василий Васильевич Зайцевпа хуҫалӑх ӗҫӗнче пӗр лав туртса пыма тӳр килнишӗн питӗ савӑннӑ. Каярах вӗсем пӗр ҫемье ҫавӑрса килти лава та пӗрле туртса пынӑ.

Хуҫалӑх хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе кашни ҫул Пӗтӗм союзри ял хуҫалӑх куравӗнче паллаштарнӑ, малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ҫакӑншӑн колхоза наградӑсем панӑ, пӗрре ҫеҫ мар автомашина парнеленӗ.

Евлалия Ивановна Елчӗксен ҫӗр ӗҫӗнчи опычӗпе ССР Союзӗн Ял хуҫалӑх наукисен академийӗнче, ял хуҫлӑх ӗҫченӗсен Мускаври канашлӑвӗсенче, КПСС Тӗп комитетӗнче паллаштарнӑ, ҫӗршыв пуҫлӑхӗпе Н.С.Хрущевпа виҫĕ хутчен тӗл пулнӑ.

1950-1963 ҫулсенче Евлалия Васильева «Победа» колхозра тӗп агрономра ӗҫленӗ ҫулсенче ҫӗрӗҫ культурине ҫӗклес, ял хуҫалӑх культурисен тухӑҫне ӳстерес, производствӑра малта пыракан хуҫалӑхсен опычӗпе тата наука ҫитӗнӗвӗсемпе усӑ курас енӗпе пысӑк ӗҫ тунӑ. Вӑл ертсе пынипе колхозра вырӑнти условисенче меллӗ пусӑ ҫаврӑнӑшне хатӗрлесе ӗҫе кӗртнӗ, тӑпра пулӑхлӑхне тата акакан культура уйрӑмлӑхӗсене кура удобренисемпе ӑнӑҫлӑ усӑ курнӑ, вӑрлӑх туса илес ӗҫе йӗркеленӗ, ҫавна май хуҫалӑхра тыр-пул тухӑҫӗ ҫуллен пысӑкланса пынӑ. 1950 ҫулсенче колхоз Чӑваш Енре чи пысӑкки пулса тӑнӑ. 

1963-1978 ҫулсенче Евлалия Ивановна Чӑваш АССР ял хуҫалӑх продукцийӗн производствипе хатӗрлевӗн министрӗн ҫӗрӗҫ тата вӑрлӑх туса илессин ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пӗрремӗш заместитӗлӗнче ӗҫленӗ. Вӑл ҫӗрӗҫ технологине лайӑхлатас, республикӑри уйсен продуктивлӑхне ӳстерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ.

Евлалия Ивановна общество ӗҫӗнче хастарлӑхпа палӑрнӑ: КПСС Чӑваш обкомӗн членӗ пулнӑ, СССР 6-мӗш суйлаври Аслӑ Канашӗн депутатне суйланӑ (1962-1966), В.И.Ленин музейӗн канашӗнче пулнӑ.

Ӗҫри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн тата общество ӗҫӗнчи хастарлӑхшӑн Евлалия Васильевана Социализм Ӗҫӗн Геройӗн ятне (1960), «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ аграномӗ» (1956), «РСФСР тава тивӗҫлӗ аграномӗ (1958) хисеплӗ ятсем панӑ. Ӑна Ленин (1960), Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав (1973) орденӗсемпе чысланӑ, Чӑваш АССРӗн Ӗҫ мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ (1967).

«Евлалия Васильева пысӑк тавракурӑмпа, ӗҫлес пултарулӑхӗпе паларнӑ, принциплӑхпа, ҫирӗп ыйтнипе, хӑйӗн ӗҫӗнче наукӑпа практикӑна пӗтӗҫтерме пултарнипе уйрӑлса тӑнӑ», — аса илчӗ тавра пӗлӳҫӗ, хӑй вӑхӑтӗнче «Победа» колхозра тӗп агрономра вӑй хунӑ И.М.Трофимов.

Пысӑк професионализмӗпе тата ҫынлӑхӗпе вӑл ят-сум, ӗҫтешӗсен хисепне ҫӗнсе илни ҫинчен палӑртса хӑварчӗ Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Тӑрӑм ялӗнче пурӑнакан В.В.Кириллов.

Тухса калаҫакансем Евлалия Ивановна ҫамрӑксемшӗн ырӑ йӗр хӑварнишӗн хӗпӗртерӗҫ. Вӗренекенсене ял хуҫалӑхӗнче кирлӗ профессисене алла илме сӗнсе хӑварчӗҫ.  

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *