Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Новости > Чӑваш Патшалӑх символӗсен кунӗ.

Чӑваш Патшалӑх символӗсен кунӗ.

 Патшалӑх символӗсен кунӗ – халӑх пӗрлӗхне тата республика территорийӗнче пурӑнакан чӑвашсемпе ытти наци ҫыннисен пӗршухӑшлӑхне, тӑван кӗтес шӑпишӗн яваплӑ пулнине палӑртакан ҫутӑ уяв.
 Елчӗкри тӗп библиотекӑра Чӑваш Патшалӑх символӗсен кунне халалласа «Чӑваш Патшалӑх символӗсен кунӗ» ятпа курав йӗркеленӗ, «Манӑн Ҫӗршыв символӗсем» право сехечӗ ирттернӗ.
 Кашни патшалӑхӑнах хӑйӗн символӗсем пур. Вӗсен шутне герб, ялав тата гимн кӗреҫҫӗ. Ҫак символсем патшалӑх суверенитетне палӑртаҫҫӗ, вӗсен элеменчӗсем халӑх пурнӑҫӗн тата ӑс-хакӑлӗн енӗсене ҫутатса параҫҫӗ. Чӑваш Республикин символӗсене республикӑн Аслӑ Канашӗ 1992 ҫулхи апрелӗн 29-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Ялавпа герб авторӗ – Юрьев Элли Михайлович художник. Гимне вара Илле Тукташ сӑввипе Герман Лебедев кӗвӗленӗ.
 Тӑван патшалӑх символӗсене хисеплесси – кашни ҫын тивӗҫӗ. Тӑван ҫӗршыва юратасси патшалӑх символӗсене пӗлнинчен тата хисепленинчен пуҫланать. Вӗсем тӑван кӗтеспе, Тӑван ҫӗршыва, историпе, граждан тивӗҫлӗхӗпе, тӑван чӗлхепе тачӑ ҫыхӑннӑ. Патшалӑх символӗсем – пирӗн пуянлӑхпа мӑнаҫлӑх.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *