Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Новости > Елчӗкри тӗп библиотекӑра «Калаҫатпӑр чӑвашла» акци иртрӗ.

Елчӗкри тӗп библиотекӑра «Калаҫатпӑр чӑвашла» акци иртрӗ.

 Кӑҫал эпир, чăвашсен паллă ăсчаçхӗ, чӑваш ҫырулӑхне шухӑшласа кӑлараканӗ, халӑх верентӗвӗн ертӱҫи, чӑваш фольклорӗн тӗпчевҫи, букварьсемпе чӑваш кӗнекисен авторӗ, тӑлмачă, пӗрремӗш чӑваш ача-пӑча писателӗ, литература хаклавҫи, хаҫат тата журнал ӗҫлӗхлӗ корреспонденчӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр.
 Ҫавна май, чӑваш чӗлхи эрнинче, ака уйӑхӗн 18-25-мӗшӗсенче Елчӗкри тӗп вулавӑшра «Калаҫатпӑр чӑвашла» акци иртрӗ. Эрне тӑрӑшшӗпех вулавӑша килекенсемпе кунта ӗҫлекенсем тӑван чӗлхепе калаҫрӗҫ.
 Ученӑйсем шутланӑ тӑрӑх, Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пӗтӗмпе 6 пине яхӑн тӗрлӗ чӗлхе. Пирӗн планета ҫинчи халӑх ытларах 13 чӗлхепе усӑ курать. Чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхе вӑл – китай чӗлхи. Унпа 650 млн. ҫын калаҫать, акӑлчанла – 295 млн., вырӑсла – 200 млн., чӑвашла – 2 млн. ытла. Халӑх шучӗ миллионран иртсен ҫав халӑха йышлӑ, аслӑ халӑхсен картине кӗртеҫҫӗ. Пирӗн чӑваш чӗлхи ҫак пин-пин чӗлхе хушшинче сӑваплӑ, ырӑ ятлӑ.
 «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук»- тенӗ Иван Яковлевич.
 Кашни ҫын ашшӗ-амӑш чӗлхине, тӑван халӑх культурине, историне, йӑли-йӗркине, юрри-ташшине, юмах-халапне пӗлме тивӗҫ. Унсӑрӑн хӑвӑн ҫуратнӑ халӑхран уйрӑлса каясси те часах. Хӑй кам пулнине, хӑш халӑхран тухнине маннӑ ҫын тымарсӑр йывӑҫ пекех: хӑрать, типет, кӑшт ҫил вӗрнипех тӳнет.
 Чӑваш чӗлхи – халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-тӑн паракан чечекӗ. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев хӑйӗн халалӗнче ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «Туссем, тӑвансем, ытарайми чӑваш ҫыннисем! Мӗн ӗмӗрӗм тӑршшӗпех чунӑмпа, чӗремпе ҫунса пурӑнтӑм сирӗншӗн. Ан манӑр, астуса тӑрӑр ҫакна! Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхинчен ютшӑнмасан, халӑх кӑмӑлӗ пӗтӗмпех сирӗн аллӑрта пулӗ». Халӗ вара пирӗн вӗрентекемӗрӗн ӗҫне малалла туса пымалла, тӑван чӗлхене аталантармалла, тӗпчемелле, упрамалла.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *