Пятница, 15 ноября, 2024
Главная > Новости > Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ: «Астăвăм вăхăтран вăйлăрах» кĕнеке хаклавĕ

Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ: «Астăвăм вăхăтран вăйлăрах» кĕнеке хаклавĕ

Елчĕк çĕрĕ паллă та мухтавлă, пултаруллă çынсемпе пуян. Кӑҫал Чӑваш енре мухтавлӑ ҫынсен ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫакӑ татах та курӑмлӑ. Чӑннипех те маттур елчӗксем. Мухтава тивӗҫлӗ ҫынсем ҫинчен каласа пӗтерме те ҫук. Мӗн чухлӗ паллӑ ҫыравҫӑсем? Афалек Энтепе, Борис Борлен, Владимир Алмантай, Василий Эктел, Елен Нарпи тата ыт. Вырӑнти ҫыравҫӑсем Николай Малышкин, Анатолий Тимофеев-Сӑрнай, Иван Иноходов, Петрпа Алексей Смирновсем, Николай Алексеев – пурне те каласа та пӗтерме ҫук.   Ҫак ентешсен ҫумне халӗ тепӗр ҫӗнӗ ятсем хутшӑнаҫҫӗ.

Егоров Сергей Алексеевич — 1968 ҫулта Елчӗк районӗнчи Элекҫей Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ. 1994 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университетӗн истори факультетне, 2005 ҫулта Чулхулари Раҫҫей Федерацин МВД академин Шупашкарти филиалӗнчен вӗренсе тухнӑ. Оставкӑри милици подполковникӗ. 1987-1988 ҫулсенче Афганистан, 2005-2009 ҫулсенче Чечен вӑрҫине хутшӑннӑ.

2017 ҫулта унӑн мӑшӑрӗпе Ольга Николаевна Егоровапа Элекҫей Тимеш ял историйӗ ҫинчен «Возвращение к истокам» ятпа кӗнеке пичетленсе тухнӑ.

Ольга Николаевна 1971 ҫулта ҫуралнӑ. 1995 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультетне, ун хыҫҫӑн 2005 ҫулта Атӑл тӑрӑхҫин патшалӑх академине пӗтернӗ. Чӑваш патшалӑх культура институтчӗн гуманитарипе социаллӑ экономика дисциплина кафедрин аслӑ преподавателӗнче вӑй хурать.

Нумаях пулмасть Егоровсен «Память сильнее времени» ятпа тепӗр кӗнеке кун ҫути курчӗ. Районти тӗп библиотекӑра ҫак кӗнеке хаклавӗ иртрӗ. Кӗнекене хаклама авторсем — Сергейпа Ольга Егоровсем, кӗнекери тӗп сӑнарӑн, Яков Андреевич Андреевӑн мӑнукӗ — Маргарита Павловна Антипова, районти тӗпчевҫӗсем, библиотекарьсем тата вулакансем хутшӑнчӗҫ.

Кӗнеке Шупашкарта Чӑваш республикин культура министерствин ученӑйсен совечӗн килӗшӗвӗпе пичетленсе тухнӑ. Кӗнекене авторсем хамӑр ентеше Элекҫей Тимеш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, 20-мӗш ӗмӗрти 20-30-мӗш ҫулсенчи политика деятельне, 1932-1937 ҫулсенче Чӑваш Обкомӗн ВКП(б) иккӗмӗш секретарӗ пулнӑ Яков Андреевич Андреев кун-ҫулне ҫырса панӑ. Кӗнеке хуплашки ҫинче унӑн сӑнне курма пулать. Тӗшшинче архив докуменчӗсемпе, ҫемье архивӗн докуменчӗсемпе усӑ курса, Маргарита Павловна Антипова мӑнукӗн аса илӗвӗсем, сӑн ӳкерчӗксем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Яков Андреевич Андреев 1888 ҫулхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Хусан губернин Тетюши уезчӗн Алькеевски вулӑсне кӗрекен (халӗ Елчӗк районӗ) Элекҫей Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ.

Яков Андреевичсем – ултӑ пӗр тӑван пулнӑ. Яков ҫемьере чи асли. Ашшӗ Андрей Николаев – чӑваш, амӑшӗ – Евдокия Максимова вырӑс пулнӑ.

 Яков Андреевич пӗрремӗш тӗнче, граждан вӑрҫине хутшӑннӑ. Елчӗк районӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ, нумай ӗҫ тунӑ. Вӗсем ҫинчен питех те лайӑх ҫырса панӑ кӗнекере.

Тӗпчевҫӗсем кӗнеке мӗнле кун ҫути курни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗҫ.  Яков Андреевич хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки кӗнеке ҫырас ӗмӗчӗ пулнине.  Ентешӗмӗрӗн ӗмӗтне Сергейпа Ольга Егоровсем пурнӑҫлани ҫинчен сӳтсе яврӗҫ.

 Мероприятинче Маргарита Павловна каласа пани, унӑн аса илӗвӗсем питех те пӗлтерӗшлӗ пулчӗҫ. Кӗнекене районти тӗпчевҫӗсем пысӑк хак парса тухса калаҫрӗҫ. 

Юлашкинчен районти тӗп библиотека ертӳҫи Алина Петрова тав сӑмахӗпе пӗрле ҫакӑн пек пултаруллӑ ҫынсем пирӗн хушӑмӑрта пулнишӗн, районти паллӑ ҫынна тупса, тӗпчесе кӗнеке кӑларма пултарни питӗ паха ен пулнине палӑртса хӑварчӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *