Среда, 9 октября, 2024
Главная > Новости > «Калаçатпăр чăвашла» акци иртет

«Калаçатпăр чăвашла» акци иртет

Чăваш чĕлхи кунне халалласа районти тĕп вулавăшра ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен «Калаçатпăр чăвашла» акци иртĕ. Эрне тăрăшшĕпех вулавăша килекенсемпе кунта ĕçлекенсем тăван чĕлхепе калаçĕç.

«Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлӳ çук»- тенĕ Иван Яковлевич.

Кашни çын ашшĕ-амăш чĕлхине, тăван халăх культурине, историне, йăли-йĕркине, юрри-ташшине, юмах-халапне пĕлме тивĕç. Унсăрăн хăвăн çуратнă халăхран уйрăлса каясси те часах. Хăй кам пулнине, хăш халăхран тухнине маннă çын тымарсăр йывăç пекех: хăрать, типет, кăшт çил вĕрнипех тӳнет.

Ученăйсем шутланă тăрăх, Çӗр чăмăрĕ çинче пĕтĕмпе 6 пине яхăн тĕрлĕ чĕлхе. Пирĕн планета çинчи халăх ытларах 13 чĕлхепе усă курать. Чи анлă сарăлнă чĕлхе вăл – китай чĕлхи. Унпа 650 млн. çын калаçать, акăлчанла – 295 млн., вырăсла – 200 млн., чăвашла – 2 млн. ытла. Халăх шучĕ миллионран иртсен çав халăха йышлă, аслă халăхсен картине кĕртеççĕ. Пирĕн чăваш чĕлхи çак пин-пин чĕлхе хушшинче сăваплă, ырă ятлă. Çавăнпа та юлташсем, калаçар-ха чăвашла!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *