Чăваш халăх художникĕ, Чăваш Республикин К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ Владимир Иванович Агеев 90 çулне паллӑ турӗ. Çавна май районти тĕп вулавăшра унăн ĕçĕсенчен хатĕрленĕ «Чăваш чунлă пултаруçă» курав хатĕрленĕ.
Халăхран тухнă, халăх нушине халăхпа пĕрле тӳссе ирттернĕ, халăх шăпине тулли сăнарсенче уйланă. Тăван енчи тĕп чăвашлăх вырăнĕнче, Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче, 1932 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнăскер, вăл ачаранах хамăрăн искусствăна пуçаракансемпе – М.С. Спиридоновпа, Н.К.Сверчковпа, А.Ф.Мясниковпа, А.Д. Демидовпа – хутшăннă, художникăн тертлĕ профессине пикеннĕ. Пĕтĕм тĕнчери халăхсен историне, культурине, искусствине çине тăрса тĕпченипе пĕрлех, вăл тăван халăхăн пысăк пулăмлă аваллăхне, ку чухнехи ытлă-çитлĕ пурнăçне «шĕкĕлченĕ», ăна халиччен курман, шухăшламан енчен илсе сăнара куçарнă.
В.И.Агеев – нумай енлĕ пултарулăхра палăрнă художник. Вăл живопиçе, графикăна, монументла искусствăна пахаласа ĕçлет. Чи паллă картинисенчен живопиçре «К.В.Иванов вăйă уявĕнче», «Чăвашсене тĕне кĕртни. 18 ĕмĕр», «Кĕтӳ», «Хĕр тантăшсем», графикăра «Чăвашсен вăйă карти», М.Федоровăн «Арçури», А. Гринăн «Хĕрлĕ парăс», М. Юхман «Авалхи чăвашсем», «Чăваш легендисемпе юмахĕсем» кĕнекесене уйрăмах палăртмалла. Унăн картинисенче философиллĕ сăнарлăх, ытарлăх, метафора, лиризм пысăк вырăн йышăнса тăраççĕ.
Владимир Иванович Агеев ĕçĕсемпе кăсăкланакансене районти тĕп библиотекăна йыхравлатпăр. Курав ака уйăхĕн 18-мĕшĕччен ĕçлет.