Районти тӗп библиотекӑра паллӑ ҫынсен ҫулталӑкне, район 95 ҫул тултарнине, пирӗн ентеш, Чӑваш художникӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ, халӑх ӳнер промыслисен ӑсти Галина Изратова 65 ҫул тултарнине халалласа нарӑс уйӑхӗнче «Тӑма чун кӗртекен» курав ӗҫлерӗ.
Пуш уйӗхӗн 1-мӗшӗнче курава пӗтӗмлетме Галина Васильевна Изратован тӑванӗсем, Елчӗкри вӑтам шкулта вӗренекенсем, вулакансем тата вулавӑш ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Библиотекарьсем унӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ. Ӳнерҫӗн шӑллӗ – Валерий Изратов ачалӑхри кунсене аса илчӗ.
«Елчĕк районĕ – чăвашлăх утравĕ», — çакăн пек каланине пĕрре мар илтнĕ Чăваш Енри паллă çынсенчен. Ку чăнах та тĕрĕс. Чӑвашлӑха упраса хӑварас ӗҫре районта кӑна мар, республикӑра тата унӑн тулашӗнче, ытти ҫӗршывсенче те паллӑ ентеш — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, хӑйӗн чӑваш тӗррисемпе хамӑр тӑрӑхра кӑна мар, ҫӗршыв анлӑшӗнчех палӑрнӑ Татьяна Васильевна Шаркована (Изратова) пӗлмен ҫын та ҫук. Унӑн йӑмӑкӗ те, Галина Изратова паллӑ ҫын. Вӑл – пултаруллӑ ӳнерҫӗ, халӑх маҫтӑрӗ, Чӑваш Республикинчи алӗҫ ӑстисен Гильдийӗн пайташӗ.
Галина Изратова Елчӗк районӗнчи Кавал ялӗнче 1957-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ача чухнех ҫут ҫанталӑка, кайӑк-кӗшӗке, ӳсен-тӑрана, выльӑх-чӗрлӗхе питӗ юратнӑ, вылянӑ- кулнӑ, кайӑксен юррисене, ҫӑл куҫ шӑнкӑртатса юхнине итленӗ. «Тӑмпа туслашасси» унӑн ӑнсӑртран пуҫланман. Ҫумӑр хыҫҫӑн аллисем хӑйсемех тӑма йӑвалама тытӑннӑ, ҫапла вара малтанхи ӗҫсем унӑн ача чухнех «ҫуралнӑ». Ҫыпӑҫуллӑ та ачаш аллисемпе хӗрлӗ тӑмран тӗрлӗ чӗрчун кӗлеткине калӑпласа, сӑрласа «чун» кӗртнӗ. Ҫӗр-ҫӗр композици тухнӑ ӑстаҫӑ алли витӗр.
Чӑваш кӗнеке издательстви 2011 ҫулта чӑваш ҫӑкӑрне авалтан мӗнле хаклани ҫинчен каласа кӑтартакан «Ҫӑкӑр шӑрши» открыткӑсен пуххине хатӗрлесе кӑларнӑ. Ҫак ярӑмра тӑмран сӑнарланӑ вун пӗр ӗҫре — чӑвашӑн ӗҫӗ-хӗлӗ, йӑли-йӗрки, культури. Ӳнерҫӗ хӑйӗн этемккисене тӑмран йӑвалать, кӗҫҫерен, ҫӗтӗкрен, пусма-тавартан ӑсталанӑ пулсан та вӗсене питӗ чӗрӗ сӑнлӑ тунӑ. Ҫав сӑнра, куҫра — пурте пур: ӑшӑ, ырӑ чунлӑ пулни те, пурнӑҫа ӑшшӑн, тасан йышӑнни те, ӗҫлекенсене пӑхсан, вӗсем чӑнласа ӗҫлени – ӗҫченлӗхӗ вуланать. Ҫӑкӑр мӗнле тертпе пулнине сӑнласа парать. Галина Васильевна хӑйӗн ӗҫӗсенче чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса аваллӑха ҫутатнӑ.
Тӑмран вӑл ӗлӗкхи пурнӑҫа кӑтартса панӑ. Хӑйӗн ӗҫӗсенче ялти, урамри ҫынсене сӑнланӑ — хӑйне евӗр калав ҫырнӑ. Ӑста ӗҫӗсенче — пурнӑҫ та, савӑнӑҫ та, юрату та….
Шел пулин те ҫакӑн пек пултаруллӑ ҫынна, унӑн малашлӑх ӗмӗчӗсене йывӑр чир ҫапса хуҫнӑ. 2016 ҫулта ылтӑн кӗркунне унӑн куҫӗсем ӗмӗрлӗхех хупӑннӑ.
Галина Васильевна ӗҫӗсемпе паллашнӑ май, курава хутшӑннисем унӑн пултарулӑхӗ чӑваш ӳнерлӗхӗнче хӑйӗн вырӑнне тупнине, ӗҫӗсем питӗ пӗлтерӗшлӗ шутланнине палӑртса хӑварчӗҫ. Пухӑннисем Чӑваш телевидинийӗ ӳкернӗ «Халӑх хӗрӗ. Галина Изратова ӳнерҫӗ» документлӑ фильма курса тишкерчӗҫ.
Курава йӗркелеме пулӑшнӑшӑн вулавӑш ӗҫченӗсем Валерий Васильевич Изратова тав сӑмахӗ каларӗҫ.