Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Новости > А.В.Рекеев ҫуралнӑранпа 175 ҫул: Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн пӗрремӗш вӗренекенӗ

А.В.Рекеев ҫуралнӑранпа 175 ҫул: Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн пӗрремӗш вӗренекенӗ

  Кӑҫал Аслӑ вӗрентекенӗмӗр, чӑвашсене ҫутта кӑлараканӗ, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне никӗслекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитет. Ҫавӑн пекех Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн пӗрремӗш вӗренекенӗ, Иван Яковлевичӑн ача чухнехи ҫывӑх юлташӗ, пулӑшаканӗ Алексей Васильевич Рекеев ҫуралнӑранпа та 175 ҫул ҫитрӗ.
 Ҫавна май районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем Енелӗнчи ял библиотекинче вулакансемпе «Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн пӗрремӗш вӗренекенӗ» библиографи тишкерӗвӗ ирттернӗ.
 А. В. Рекеев И.Я.Яковлевпа пӗр ялтан, Тутарстанри Тетчӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче 1848 ҫулта пуш уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти уес училищинче, унти педагогика курсне пӗтернӗ. Иван Яковлевича ҫӗнӗ чӑваш алфавитне, пӗрремӗш чӑваш букварӗсене хатӗрлеме пулӑшнӑ. 1881-1917 ҫулсенче районти Кивӗ Эйпеҫ ялӗнчи чиркӳре священникре, шкулта учительте ӗҫленӗ.
 Алексей Рекеев Чӑваш учителӗсен пӗрремӗш съездне йӗркелеме, ирттерме хутшӑннӑ. Хӑйӗн укҫипе ялсенче тӑхӑр шкул уҫнӑ, вӑл шутра районти Элекҫей Тимеш тата Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗсенче. Вӗренӳ, тӗн ыйтӑвӗсемпе ӑслӑлӑх статйисем те ҫырнӑ, Евангелие лайӑх вӗренекенсемпе пӗрле тӑван чӗлхене куҫарнӑ. Халӑх хушшинче Хусанта тухса танӑ чӑваш кӗнекисене салатнӑ. А.Рекеева 2-мӗш степень Ҫветтуй Анна орденӗпе наградӑланӑ. 1932 ҫулхи юпа уйӑхӗнче вилнӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *