Среда, 30 октября, 2024
Главная > Новости > Таса çăлкуç пек тапса тăракан чĕреллĕ сăвăç

Таса çăлкуç пек тапса тăракан чĕреллĕ сăвăç

Елчĕк районĕ паллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри ­- Любовь Михайловна Федорова поэтесса. Ăна районта кăна мар, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Вăл сăвăç анчах мар – вĕрентекен те. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.

Районти тĕп вулавăшра таса çăлкуç пек тапса тăракан чĕреллĕ Любовь Федорован 70 ҫулхи юбилейне халалласа тĕлпулу иртрĕ. Тĕлпулăва сăвăçпа пĕрле Шупашкарти 1-мĕш гимназинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Нина Леонтьева тата Раиса Казакова — Сэйт юрăç пулчĕ. Çавăн пекех вулакансем, унăн творчествипе кăсăкланакансем, вулавăш ĕçченĕсем хутшёнчĕç.

Библиотека ĕçченĕсем пуçтарăннисене Любовь Федорована халалланă «Тăван енĕн юратнă хĕрĕ – Любовь Федорова» куравпа паллаштарчĕç. Сăвăçă хăйĕн ĕçĕ – хĕлĕпе, пултаруллăхĕпе савăнтарчĕ. Раиса Казакова-Сэйт сăвăçăн сăввисенчен кĕвĕленĕ юрăсем шăрантарчĕ. Нина Леонтьева поэтессăн пурнăçĕ тăрăх хатĕрленĕ «Кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ĕçĕпе» электронла презентацийĕпе тыткăнларĕ.

Любовь Федорова 1952 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче çуралнă.  Ялти тулли мар, Патёрьелти вăтам шкул хыççăн Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Районти Çĕнĕ Тĕмер, Аслă Пăла Тимеш, Энтепе шкулĕсенче тăван чĕлхепе литературине вĕрентнĕ, хĕрарăмсем валли тухса тăнă «Пике» журнал редакцийĕнче ĕçленĕ. Каярах Шупашкарти 1-мĕш гимназире хула ачисене чăваш халăхĕн культурине, илемлĕ сăмахлăхне, çепĕç  чĕлхине хаклама, юратма вĕрентнĕ.  Хăй те, ялта çак пуянлăха чуна хывса ӳснĕскер, ачаранах киленӳллĕ кĕвĕлĕх енне туртăннă, сăвăсем çырнă. Унăн сăввисем Республикăри хаçат-журналсенче, коллективлă сборниксенче пичетленнĕ.

Любовь Федорова, сакăр кĕнеке авторĕ — çутçанталăка, илеме, этемлĕхе савакан çын. Тăван чĕлхемĕр сăвăçа икĕлми вăй-хăват парса тăрать. Çавăнпа унăн сăввисем ăшпиллĕ, тарăн шухăшлă, асамлă. Чĕлхи яка та çыпăçуллă.

Малтанхи «Йӳçĕ пыл» сăвă кĕнекишĕн 1992 çулхи вулакансен преми лауреачĕ ятне илме тивĕç пулнӑ. «Çичĕ хĕлĕхлĕ тĕнче» — авторăн иккĕмĕш кĕнеки. Ăна вуланă хыççăн чуна илĕртӳллĕ, ӳпкевсĕр, ачаш поэзи тыткăнлать. Пурăнма хавхалантаракан, савăнтаракан кĕнеке. Çавăн пекех сăвăçăн «Пĕлӳ çăкăр ыйтмасть», «Утакана – çил хирĕç», «Ала витĕр», «Ку çыран хĕрринче» кĕнекисем пичетленсе тухнă.

 «Анне пехилĕ» — Любовь Михайловнан пиллĕкмĕш кĕнеки. Тĕрлĕ çулхи сăвăсем пичетленнĕ унта. Тĕп вырăнта – çут тĕнче парнеленĕ анне сăнарĕ, çутçанталăк, Тăван çĕршыв, юратупа туслăх темисем. Унăн сăввисем хавхалану çуратаççĕ, тăван чĕлхене, йăла-йĕркене, культурăна юратма хистеççĕ.

Тĕлпулу вĕçĕнче пуçтарăннисем Любовь Федорована çуралнă кун ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем каларĕç, ăнçу сунчĕç. Сăвăçă çывăх вăхăтра тепĕр çĕнĕ кĕнеке, сăвăсен пуххи тухасса шантарчĕ, вулавăша хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.

Мероприятине пĕтĕмлетсе районти тĕп библиотека ертӳçи Алина Петрова пухăннисене тав сăмахĕ каларĕ. Любовь Михайловнана юбилей ячĕпе саламласа ырлăх-сывлă, пурнăç сукмакĕпе нумай-нумай çул утма, творчествăра татах та пысăк çитĕнӳсем тума ăс-хакăл сунчĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *