Суббота, 7 декабря, 2024
Главная > Новости > Юратнӑ ҫыравҫӑсен илемлĕх тĕнчинче

Юратнӑ ҫыравҫӑсен илемлĕх тĕнчинче

Кӑрлач уйӑхӗн малтанхи кунӗсенчех паллӑ чӑваш писатӗлӗсем ҫуралнӑранпа — Хветӗр Агиверӑн (Федор Георгиевич Агивер (Коновалов) – 80 ҫул, Леонид Маяксем (Леонид Александрович Степанов) – 85 ҫул ҫитрӗ. Ҫак асӑннӑ ҫыравҫӑсене халалласа районти тӗп вулавӑшра «Юратнӑ ҫыравҫӑсен илемлĕх тĕнчинче» краеведени сехечӗ иртрӗ. Вулакансем Хветӗр Агиверӗн тата Леонид Маяксем пурнӑҫӗпе тата вӗсен кӗнекисемпе паллашрӗҫ

  Хветӗр Агивер 1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Нӗркеҫри ҫичӗ класлӑ шкулта, Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1965 ҫулта Шупашкарти Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Вӗреннӗ хушӑрах Патӑрьел районӗнчи Анат Тӑрмӑшри, Канаш районӗнчи Вӑтапуҫри шкулсенче ачасене вӗрентнӗ. Совет ҫарӗнче службӑра пулнӑ. Чӑвашрадиопа телевиденийӗнче ӗҫленӗ. Писательсен союзӗнче тӗрлӗ вырӑнсенче тӑрӑшнӑ. «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Капкӑн» журналсенче вӑй хунӑ. 1998 ҫулта «юриспруденция» специальноҫӗпе Мускаври патшалӑх социаллӑ университетне пӗтернӗ. Мускавра А.М. Горький ячӗллӗ Литература институчӗн Аслӑ курсӗсенчен вӗренсе тухнӑ. Чылай кӗнекесен авторӗ. В. Розов, В. Шукшин, А. Вампилов тата ытти вырӑс писателӗсен произведенийӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Чӑваш Республикинчи ҫыравҫӑсен «Хурӑнташ» союзӗн ертӳҫинче те вӑй хунӑ. Литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн Хветӗр Агивере «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ искусство деятелӗ» хисеплӗ ят панӑ (1992).

Хветӗр Агиверӑн  паллӑрах кӗнекисем: «Ешӗл хум» (сӑвӑсем, 1970), «Ҫапса ҫумӑр ҫӑвать» (новеллӑсем, 1974), «Юр хӗвет» (1976), «Юрату сӑмсахӗ» (1977), «Сар ачапа сарӑ хӗр» (1980), «Икӗ аркӑллӑ кӗпе» (1984), «Юратупа ҫӑкӑр» (пьесӑсем, 1990); вырӑсла – «Цвет черемуховый» (1982), «Утро журавлиное»(1985).

Леонид Маяксем 1938 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑ. Ҫичӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Саратоври киномеханиксен шкулӗнче вӗреннӗ, икӗ ҫула яхӑн Елчӗк районӗнче куҫса ҫӳрекен киноустановкӑпа ӗҫленӗ. Совет ҫарӗнчен таврӑнсан пӗр хушӑ Шупашкарти электромеханизмсем тӑвакан заводра токарьте вӑй хунӑ, ҫав хушӑрах хулариҫамрӑк рабочисен каҫхи вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ. Каярах нумай тиражлӑ «Текстильщик» хаҫат корреспонденчӗ, пир-авӑр комбиначӗн вырӑнти радиопередачисен редакторӗ пулнӑ. Чӑвашрадиора вӑй хунӑ. Ӗҫленӗ вӑхӑтрах Мускаври А.М. Горький ячӗллӗ институтӗнче вӗреннӗ. 1974-1980 ҫулсенче Чӑваш писателӗсен союзӗн илемлӗ литературӑна пропагандӑлакан бюровӗнче, Литература фончӗн чӑваш уйрӑмӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ. Вӑл — «Килет шурӑмпуҫ ҫуталса», «Тупатӑпах сана, Сильва», «Асамлӑ каскӑч», «Аманнӑ турат», «Вӗлтрен милӗкӗ» тата ыт.

Асӑннӑ авторсен кӗнекисене тӗп вулвӑшра тата районти ял библиотекисенче илсе вулама пулать. Хапӑл туса кӗтетпӗр сире.    

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *