Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш Республикикнче Чӑваш тӗррин кунне уявлаççӗ.
Тӗрӗ – халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Вӑл тӗнче культурин эткерлӗхӗн пӗр пайӗ шутланать. Тӗрӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне, унӑн шалта пытаннӑ кӑмӑлне, тӗнче курӑмне уҫса парать. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и – кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур.
Çак куна халалласа Елчĕкри тĕп библиотекăн ача-пăча уйрăмĕ «Чăваш тĕрри – халăх мерченĕ» курав йĕркеленĕ. Кунта чăваш тĕрри çинчен çырнă кĕнекесемпе паллашма, чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян пулнине пĕлме май пур. Вăл ытти халăхăннинчен чылай уйрăлса тăрать. Авалхи чăваш тĕрри икĕ енчен пăхсан та — хăть тÿнтер, хăть пиччĕн — пĕрешкел. Çакă чăваш хĕрарăмĕ тирпейлĕ, çав вăхăтрах чăтăмлă пулнине пĕлтерет. Унсăр пуçне мĕн пур тĕрĕрех геометри орнаменчĕ пур.
Чăваш тĕрри – ĕмĕр сасси,
Пулни, иртни те пуласси,
Пин-пин çулсен тарăн йĕрри,
Асаннесен паха тупри. (Иванова В.)