Воскресенье, 16 августа, 2026
Главная > Публикации

Ялти чи лайăх библиотекарь

«Ялта клуб пурччĕ. Икĕ пӳлĕм çеçчĕ унта. Пĕр пĕчĕк кĕтесре çӳлĕксем вырнаçнăччĕ. Унта çĕнĕ кĕнекесем пуррине астумастăп. Вулас килнипе киввисене киле илсе каяттăм та каялла тавăрса панă чухне çурăлнă хуплашкасене тирпейлĕн çыпăçтараттăм. Кĕнекери ӳкерчĕксене пăхса ӳкерме те юрататтăм. Уйрăмах — «Золушка» юмахри илемлĕ сăнарсене», — тет Чăваш Енри «Ялти чи

Подробнее

Черетлĕ кĕнеки те пулĕ

Елчĕк çĕрĕ мухтавлă та пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ кĕнекере çырăннă. Çĕршыв шайĕпе те. Елчĕкри тĕп вулавăшра «Ман тĕнче пуçланать çакăнтан» кĕнеке хаклавĕ иртрĕ. Авторĕ — ялта пурăнаканскер, Николай Александров. Вăл, Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире кăларнă изданире, Çĕнĕ Арланкасси, Кивĕ Арланкасси, Энтепе ялĕсен историне, паллă ентешĕсен кун-çулне çутатнă. Хытă

Подробнее

«Тăсса ятăм купăса…»

Округри тĕп вулавăшра çĕнĕ кĕнекесене тишкерсе хакласси йăлана кĕнĕ. Кунта ентеш-çыравçăсем, сăвăçсем, вулакансем парнеленĕ кĕнекесемпе хаçат-журналсем чылай. Библиотека фончĕ иртнĕ кунсенче Анатри Тимешĕнчи Вячеславпа Леонид Захаровсен «Тăсса ятăм купăса…» юрăсемпе сăвăсен кĕнекипе пуянланчĕ. Ашшĕпе ывăлĕ хăйсен тата ытти сăвăçсен сăввисемпе хывнă юрăсен пĕрремĕш пуххи. Кĕнеке хаклавне асăннă чун çимĕçĕ кун çути курнă

Подробнее

Пуканесен тĕлĕнмелле тĕнчинче…

Кĕçĕн Таяпа вулавăшĕнче куçа илĕртекенни чылай Юмах тĕнчине лекнĕн туйăнчĕ Елчĕк округĕнчи Кĕçĕн Таяпа библиотекине пырса кĕрсен. Илемлĕ хуплашкаллă кĕнекесем, тĕрлĕ темăпа йĕркеленĕ куравсем, тата… пуканесем. Вĕсем библиотекăра сахал мар. Акă, пĕр кĕтесре тĕрлĕ наци çи-пуçĕллисем вырăн тупнă. Тутар, якут, туркмен хĕрĕсем, аркăллă кĕпе тăхăннă чикан майри хăйне евĕр¬лĕ, илĕртӳллĕ. Вулав залĕн¬че

Подробнее

«Чăваш кĕнеки» — литература палăкĕ

Иван Яковлевич Яковлев хатĕрленĕ чăваш букварьне 1912 çулта И.Трофимовпа К.Иванов нумай çĕнетнĕ, анчах кивĕ текстне те хăварнă. Кунта поэт куçарнă «Чĕкеç», «Çулталăк хушши» сăвăсемпе «Çарăк» юмах пичетленнĕ. И.Яковлев хăй ертсе пынă ĕçĕнче К.Ушинскин «Родное слово», «Детский мир» тата Л.Толстойăн шкулти вулав кĕнекисенчен тĕслĕх илнĕ. Букварьте вăл халăх сăмахлăхне пысăк вырăн

Подробнее

Кĕнеке тусĕсем

Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çумĕнчи «Ромашка» ача садĕнчи шăпăрлансемпе тĕл пулса тĕрлĕ мероприяти йĕркелессине йăлана кĕртнĕ ялти вулавăш ертỹçи Венера Усанова. Библиотекарь кĕнеке тусĕсене çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарса вĕсен тавракурăмне аталантарсах пырать. Тĕрлĕ сăвăсем вуласа тата вĕренсе, вăйăсем выляса кĕçĕннисен чĕвĕл чĕкеçĕнни евĕр чĕлхе вăй илет. Юмахсене хапăлласа

Подробнее

Ман юратнӑ Елчӗк Ен: 95 ҫул

  Эпир пурӑнакан кӗтес вӑл – Чӑваш ҫӗр-шывӗ, туслӑ та аслӑ Чӑваш ен, савӑк та илемлӗ Елчӗк ен. Юлашки ҫулсенче Елчӗк ен ӳссе, тӗрекленсе, хитреленсе те капӑрланса пырать.  Елчӗк енӗм 95 ҫул тултарнă май районти тӗп вулавӑшра «Ман юратнӑ Елчӗк Ен: 95 ҫул» ятпа курав ӗҫлеме пуҫланӑ. Куравра тӑван

Подробнее

Туслăх паянхи кун та çирĕп

Кăçал Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 33 çул çитрĕ. Шăпах 33 çул каялла Афган Республикин сăрт-тăвĕсем совет салтакĕсен юнĕпе хĕрелме чарăннă. Интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă салтаксем кашни çулах февралĕн 15-мĕшĕнче пĕрле пухăнса Афган çĕрĕ çинче паттăрла вилĕмпе пуçĕсене хунă ентешсене – Ю.Г.Борисова, Ю.П.Григорьева, А.М. Патшина, ытти юлташĕсене асăнса палăк умне чечек

Подробнее

Тылри паттăрсене халалласа

Çитĕнекен ăрăва çĕршыв историйĕпе паллаштарас тата ăна юратма вĕрентес тĕллеве мала хурса Яманчÿрел ял библиотекинче вĕренекенсемпе «Тылри паттăрсене халалласа» ятпа литература сехечĕ иртнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисен паттăрлăхне халалланă. Шкул ачисене Надежда Обожгеева библиотекарь тата культура çурчĕн заведующийĕ Татьяна Иванова вăл вăхăтри тыл

Подробнее