Округри тĕп вулавăшра çĕнĕ кĕнекесене тишкерсе хакласси йăлана кĕнĕ. Кунта ентеш-çыравçăсем, сăвăçсем, вулакансем парнеленĕ кĕнекесемпе хаçат-журналсем чылай.
Библиотека фончĕ иртнĕ кунсенче Анатри Тимешĕнчи Вячеславпа Леонид Захаровсен «Тăсса ятăм купăса…» юрăсемпе сăвăсен кĕнекипе пуянланчĕ. Ашшĕпе ывăлĕ хăйсен тата ытти сăвăçсен сăввисемпе хывнă юрăсен пĕрремĕш пуххи.
Кĕнеке хаклавне асăннă чун çимĕçĕ кун çути курнă май йĕркелерĕмĕр. 78 страницăран тăракан изданире 50 ытла юрă-сăвă. Вĕсене, тематикине кура, кашнине уйрăм пая уйăрнă: атте-аннепе тăванлăх, патриотлăх, юрату, тăван тавралăх, ачалăхпа çамрăклăх. Кирлĕ хайлавсене çавна май тупма та меллĕ.
Презентацие хутшăннă Валерий Кириллов, Людмила Енедерова, Николай Малышкин, Галина Енейкина тата ыттисем кĕнеке авторĕсен ĕçне, вĕсен пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Вячеслав Германовича округра пурăнакансем поэт, композитор, юрăç пулнипе тахçанах пĕлеççĕ. Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ вăл. «Районти чи лайăх культура ĕçченĕ» ята та тивĕçнĕ. Кăçалтан — Чăваш Республикин писателĕсен союзĕн членĕ те. Пултаруллă ентешĕмĕр кĕнеке лаççинчи калемне тахçанах çивĕчлетнĕ ĕнтĕ — маларах 3 кĕнеке тата магнитоальбом кăларнă. Округри хаçатпа çыхăну тытнăшăн редакцин Тав çырăвĕпе те чысларĕç ăна.
«Улми йывăççинчен аякка ỹкмест», — теççĕ халăхра. Унăн ывăлĕ, Леонид, мĕн пĕчĕкрен ашшĕ купăс каланине илтсе ỹснĕ, Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнчен вĕренсе тухнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка факультетĕнче пĕлỹ илнĕ çулсенче тата каярах та Зинаида Козлова ертсе пыракан «Юрай», «Уяв» ансамбльсен йышĕнче ăсталăхне ỹстернĕ. Хулари 1-мĕш шкулта музыкăна вĕрентнисĕр пуçне Çĕрпỹ округĕнчи Пысăк Чăрăш ялне çỹреме те ỹркенмест. Унта вăл хĕрарăмсен «Çавал» ансамблĕпе ĕçлет. Маларах Шупашкар тăрăхĕнче «Шурăмпуç» ушкăна анлă çул панă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн виçĕ хут стипендиачĕ — 2015, 2021 çулсенчи «Çулталăкри юрă» фестивалĕсен дипломанчĕ. Чăваш эстрада юрăçисен союзĕн, ЧР çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк тĕп хулари мероприятисене, ыр кăмăллăх концерчĕсене те активлă хутшăнать.
Ăш пиллĕ тĕл пулура Вячеславпа Леонид Захаров тата Олег Александров пуçтарăннисене хаваслă юрă-кĕвĕ ытамне илчĕç.
— Вăй-хал тапса, кăмăл-туйăм çĕкленсе тăнă чух малашне те çырасчĕ-ха сăвă-юрă, — пĕтĕмлетỹ пăнчине лартрĕ Вячеслав Захаров-Кукаç Славкки.
Валентина ГАВРИЛОВА,
библиотекарь.

