Главная > Публикации > Черетлĕ кĕнеки те пулĕ

Черетлĕ кĕнеки те пулĕ

Елчĕк çĕрĕ мухтавлă та пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ кĕнекере çырăннă. Çĕршыв шайĕпе те.

Елчĕкри тĕп вулавăшра «Ман тĕнче пуçланать çакăнтан» кĕнеке хаклавĕ иртрĕ. Авторĕ — ялта пурăнаканскер, Николай Александров. Вăл, Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире кăларнă изданире, Çĕнĕ Арланкасси, Кивĕ Арланкасси, Энтепе ялĕсен историне, паллă ентешĕсен кун-çулне çутатнă. Хытă хуплашкаллă, 214 страницăран тăракан историпе этнографи очеркне полиграфи тĕлĕшĕнчен те лайăх пахалама пулать. Сăн ỹкерчĕксем те вырнаçуллă. 1930 çулти те пур. 1808 çулхи карттă вара — хăй реликви.

Николай Иванович текстсенче истори пулăмĕсене фактсемпе, цифрăсемпе çирĕплетет, çавăнпа тĕрлĕ архивра ĕçлени сая кайман.

Кĕнекене хаклама хутшăннисем — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Тимофеев, «Елчĕк ен» хаçат редакторĕ Николай Малышкин, Галина Веникова вĕрентекен, Лариса Данилова библиотекарь тата тăванĕсем авторăн пĕрремĕш кĕнекине пысăка хурса хакларĕç, тавра пĕлỹ ĕçĕнче малашне те ăнăçу сунчĕç.

Николай Александров хăйĕн пурнăçĕн 75 теçеткине хыçа хăварса пырать пулин те, хевти йăшман-ха. Округ хаçачĕн çывăх тусĕн калемĕ çивĕч, эппин, черетлĕ кĕнеки те нумай кĕттермĕ.

2000 çултанпа Энтепе тата Çĕнĕ Арланкасси ялĕсенчи ветерансен канашне ертсе пыраканскер вырăнти мероприятисене хастар хутшăнать, «Ниме — халăх пуçарăвĕ» проектпа килĕшỹллĕн пурнăçланакан ĕçсене йĕркелессинче те харсăр.

Пурнăç опычĕ унăн пуян. Караганда облаçĕнчи Шахан поселокĕнчи 41-мĕш профтехучилищĕрен вĕренсе тухсан 3 çул Темиртау хулинче ĕçленĕ. Çар ретĕнче пулнă. Ун хыççăн, Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне пĕтерсен, тĕрлĕ çулсенче тăван хуçалăхра инженер, трактор бригадин бригадирĕ, агроном, ферма тата склад заведующийĕ пулса вăй хунă. Ăна çывăх пĕлекенсем вăл кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен лайăх çын пулнине те палăртрĕç.

Валентина ГАВРИЛОВА,
библиотекарь.

Источник: http://елчекен.рф/2026/01/30/черетлe-кeнеки-те-пулe/

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *