Понедельник, 28 октября, 2024
Главная > Новости > Владимир Галошев — «Аслă Пăла тăрăхĕнчи вунă ял» кĕнеке хаклавӗ

Владимир Галошев — «Аслă Пăла тăрăхĕнчи вунă ял» кĕнеке хаклавӗ

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп вулавӑшра Кушкă ялĕнче ҫуралса ӳснĕ, халĕ Шупашкар хулинче пурăнакан паллă журналистăн, художникăн, режиссерăн Владимир Петрович Галошевăн «Аслă Пăла тăрăхĕнчи вунă ял» черетлĕ  кӗнекин хӑтлавӗ иртрĕ.

Тĕлпулӑва Владимир Галошев автор, районти тавра пĕлӳçĕсем, вулав ĕçченĕсем, чăваш чĕлхи учителĕсем, вулакансем хутшăнчӗҫ.

Кĕнекере Аслă Пăла Тимеш тăрăхӗнчи 10 ял çинчен каласа панӑ. 10 ял пĕр- пĕринпе питĕ тачă çыхăнура. Совет Союзĕ  вӑхӑтӗнче 30 ҫул ытла вӗсем «Победа» ял хуҫалӑх пӗрлешӗвӗнче пӗрле пулнӑ. Ялсем Аслă Пăла юханшывĕ тавра вырнаҫнӑ. Ҫавăн пекех çак кĕнеке 10 ялăн историллӗ пулӑмӗсем, паллӑ вырӑнӗсем тата таврари ҫынсем ҫинчен каласа парать.

Кӗнеке хатӗрленӗ чухне автор архив докуменчӗсемпе, тавра пӗлӳ материалӗсемпе, асаилӳсемпе, калавсемпе, фотоальбомсемпе, Аслă Пăла Тимеш  тӑрӑхӗнче пурӑнакансем  каласа панисемпе усӑ курнӑ.

Кӗнекене сӳтсе явнӑ май Илья Трофимов, Владимир Плотников, Анатолий Тимофеев тата ыттисем те Владимир Галошев ӗҫӗ пуян пулнине, кĕнеке шкулсенче тӑван ен культурине, историне вӗрентекенсемшĕн усӑллӑ пулнине палӑртрӗҫ. Ку кӗнеке  Аслă Пăла Тимеш тăрăхӗнче пурӑнакан кашни ҫын сӗтелӗ çинче  пулма тивӗҫлӗ. 

Владимир Галошев хӑйӗн малашнехи шухӑш-ӗмӗчӗсемпе те паллаштарчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ.  

Вулавăш ертӳҫи Алина Петрова килнĕ хăнасене тав сăмахĕ каларĕ.

Эпир пултаруллӑ чӑваш ывӑлӗпе чӑннипех те мухтанатпӑр, профессилле ӑсталӑхшăн тата суйласа илнӗ ӗҫре парӑнса ĕçленĕшĕн тав тӑватпар. Ҫирӗп сывлӑх, хавхалану, пултарулӑхра пысăк ҫитӗнӳсем тата интереслӗ ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунатпӑр.

ФОТО

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *