Воскресенье, 5 мая, 2024
Главная > Новости > Яланах янра, чӑваш чӗлхи!

Яланах янра, чӑваш чӗлхи!

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн паллă кун. Çак кун, çурхи илемлĕ вăхăтра, чăвашсене çутта тухма пулăшнă И. Я. Яковлев çуралнă кун эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр.Тӑван чӗлхе – атте-анне чӗлхи. Ашшӗ-амӑшне хисеплекен ҫын тӑван чӗлхене те хисеплӗ. Пирӗншӗн тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи. «Чӑваш чӗлхи … пирӗншӗн вӑл асаттесен пехилӗ, асаннесен кӗлли, пирӗншӗн вӑл вӑрман сулхӑнӗ, тӑп-тӑрӑ ҫӑлкуҫ шывӗ, пирӗншӗн вӑл чӗре таппи, чун хавалӗн чи ачаш хусканӑвӗсем, пирӗншӗн вӑл пурнӑҫ…» (Геннадий Волков) Тӑван чӗлхене, чăваш чěлхине халалласа Аслă Таяпа вулавăшěче чӑваш кӗнекисен куравне йӗркелерӗмӗр. Куравра чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, ҫавăн пекех Вĕрентекенĕмĕрĕн Чăваш халăхне панă халалĕпе тĕплĕн паллашма пулать. И. Я. Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Пехил вăл – чăваш çынни хăй вилес умĕн пурлăхне, еткерлĕхне, тăванĕсене халалласа хăварни, ытлăх-çитлĕх пурăнма, тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтленме, сывлăхлă пулма пиллени. Чӑваш чӗлхи малашне те кашни кун янӑратӑр – килте те, урамра та, хулара та, ялта та, шкулта та. Вулаканамăрсем куравпа паллашма, чӑваш кӗнекисене илсе вулама пултараҫҫӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *