Понедельник, 29 апреля, 2024
Главная > Новости > Ҫемье çулталăкĕ : С.Е.Печковăн кĕнекин хаклавĕ

Ҫемье çулталăкĕ : С.Е.Печковăн кĕнекин хаклавĕ

Паян Елчĕкри тĕп вулавăшра Çемье çулталăкне Семен Ефимович Печковăн «Елчĕк тăрăхĕн юрри-сăввипе такмакĕкĕсем тата авторăн «Пурнăç шав малалла» сăвă ярăмĕсем» кĕнекин хаклавĕпе уçрĕç.

Семен Печков нумай ачаллă çемьере çуралнă. Семен Ефимович çемьере 8-мĕш ача, чи кĕçĕнни, 1942 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче, Аслă аттелĕх вăрçи пынă вăхăтра çуралнă.

1949 çулта пуҫласа пĕрремĕш класра вĕренме пуçлать. 1962 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче совет çарĕн ретне тăнă. Хесметре 3 çул хушши арçын тивĕҫне пурнăçланă.

Хĕсметрен 1965 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче таврăннă. Пĕр эрнерен коммунхоза электрик пулса ĕçлеме вырнаçнă. Виçĕ çултан электриксен аслă техник электрикĕ пулса ĕçлеме пуçăннă. Каярах энергетикра ĕçлесе пенсие тухиччен вăй хунă.

Ĕçре тунă пысăк çитĕтӱсемшĕн тĕрлĕ наградосене илме тивĕç пулнă.

Манас мар Чăваш енĕн йăли-йĕркине,

Кăмăлтан йышăнасчĕ ĕлĕкхи илемне

Чыслăн тăсасчĕ çак ыр енсене-

Тӳпери ангелсем сăвап тăвĕç пире.

Çак сăва йĕркисенчен пуçлать Семен Печков кĕнекене. Кĕнекери юрă-сăвăсенче автор пурнăç чăнлăхне кăтартса парасшăн, ăна çамрăк ăрăва туйтарасшăн ăнтăлать. Вĕсемпе паллашнă май вулакан пурнăçра темле йывăрлăха та çĕнтерме, чăвашăн ырă йăли-йĕркине хаклама,  таса чунлă, ырă çын пулас туйăмпа хĕмленет.

Чăнах та, паянхи кун эпир çамрăксем хамăр енчи юррă-сăввăсемпе такмакĕсене манса пыратпăр. Кĕнеке авторĕ хăйĕн аса илевне çак кĕнекере çырса кăтартать. Ҫамрăк чухнехи вăхăта аса илмелли вара питĕ нумай -çке.

Кĕнекене хаклама округри вулавăш ĕçченĕсем, Николай Малышкин, Николай Алексеев, Надежда Хушкина хутшăчĕç. Кĕнекен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕç.

«Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Ăру хыççăн ăру çитĕнет, кашниех çĕнни илсе килет, кашниех мĕнпе те пулсан савăнтарма тăрăшать. Ку кĕнеке те Аслă Елчĕк тата округри ытти ял халăхĕшĕн кĕтнĕ кĕнеке пулĕ» — терĕ тĕп библиотека ертӳçи Алина Петрова хаклава пĕтĕмлетсе. Мероприятине  пухăннисене тав сăмахĕ каларĕ.

ФОТО

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *