Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Новости > Кăшарни уявĕ

Кăшарни уявĕ

Кăшарни – Çĕнĕ çул тапхăрĕнчи уяв. Малтанхи вăхăтра ăна кунпа çĕр танлашнă тапхăрта паллă тунă. Христос тĕнне йышăнсан вырăссен «çветккипе» пĕрлешсе кайнă.

Кăшарние уявлама çамрăксем малтанах çурт тара илнĕ, ял тăрăх çÿресе хăмла, сахăр, çăнăх пухнă, хĕр сăри вĕретнĕ, кукăль пĕçернĕ, ял-йыша хăналанă. Каçпа ватти-вĕтти çак пÿртре пухăннă. Хĕрсем чи малтан ватăсене тата ашшĕ-амăшне сăрапа сăйланă. Кăшт вăхăтран аслисем çамрăксене телейлӗ пурнăç сунса килĕсене саланнă. Хĕрупраçпа яш-кĕрĕм ирчченех ташланă, юрланă. Кăшарни чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕ – юмăç яни.

Кăшарни кунĕсенче ялта кулăшла тумланнă çынсем килĕрен-киле çÿренĕ. Вĕсем çамрăксем уяв ирттерекен пÿрте те кĕнĕ. Кунта хайхискерсем кулленхи пурнăçри кулăшла самантсене туса кăтарнă, пурне те култарма тăрăшнă. Çапах та вĕсен тĕп тивĕçĕ ялтан усал чунсене тата халăха хирĕçле кăмăллă вăйсене хăваласа кăларасси шутланнă. Çавăнпах раштавран тытăнса кăшарничченех аллине пушă тытнă, арăш-пирĕш тумланнă çынсем урамсем тăрăх çÿренĕ, такама çапнă пек туса кăтартнă.

Кăшарни хыççăнхи ир турă шыва аннă кун пуçланнă. Ку уява Евангелире çырса кăтартнă Иоанн Креститель Иисус Христоса Иордан шывне кĕртнине асăнса çирĕплетнĕ.

Кăшарни /Крещени/ çĕрĕнче илнĕ шыва пирĕн асатте-асаннесем уйрăмах хакланă, çулталăкĕпех упранă. Унпа чун-чĕрене лăплантарма та, сурансене, чир-чĕре ирттерсе яма та усă курнă.

 Стакана Кăшарни вăхăтĕнче сăвапланă шыв яраççĕ, сылтăм ал лаппипе хуплаççĕ, пĕр хутчен «Отче наш» кĕлĕ вулаççĕ. Ун хыççăн çав алăпах шыв çине виçĕ хут хĕрес хываççĕ. Икĕ алăпа та стакана тытаççĕ те татса памалли ыйтăва калаççĕ. Тĕслĕхрен, «Хаклă шыв, мана сипленме пулăшсам», «Хаклă шыв, мана канлĕхе тавăрса пар, эпĕ яланах санпа». Сывлăхпа, чун-чĕрепе çыхăннă кирек мĕне те ĕмĕтленме юрать. Чи кирли – пĕтĕмпех ăнăçлă пуласса шанни.

Çакăн хыççăн 5-6 сыпкăм шыв ĕçмелле, юлашкине тăкмалла мар, пите çуса ямалла.

Кăшарни уявĕн пĕлтерĕшĕпе, историйĕпе, халăхăн авалтан пыракан йăли-йĕркипе Елчĕкри тĕп вулавăшра хатĕрленĕ «Кăшарни уявĕ» кĕнеке куравĕнче паллашма пулать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *