Четверг, 27 марта, 2025
Главная > Новости > Кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши

Кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши

Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шӑмалак ял вулавӑшӗнче кӑвар чӗреллӗ поэт Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ «Кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши» поэзи каҫӗ иртрӗ.

Ҫак куна халалласа «Ҫӗн кун ачи» ятпа хатӗрленӗ кӗнеке куравӗнчи кӗнекесем те чӗрӗ сывлӑшпа сывларӗҫ. Юратнӑ поэтӑмӑр,Ҫеҫпӗл Мишши ҫырнӑ сӑвӑсене уява хутшӑнакансем мӗн пур кӑмӑлтан вуларӗҫ. Паян сумлӑ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши шӑп 125 ҫул тултарчӗ. Ҫак паллӑ пулӑма халалласа ирттертӗмӗр те ӗнтӗ поэзи каҫне. Эрне тӑршшӗпех юратнӑ поэтӑмӑр пултарулӑхне, кун-ҫулне тишкертӗмӗр, пӗтӗмлетӳсем турӑмӑр. Вулакансем хӑйсен шухӑшӗсене те палӑртрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах Ҫеҫпӗл Мишшин творчествипе те ҫывӑх паллашрӗҫ. Кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр ҫамрӑк пулнӑ пулин те кӗске пурнӑҫ ҫулӗсенче тӑван халӑхшӑн пысӑк ӗҫсем туса хӑварма пултарнӑ. Унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен вулавӑша пырса ҫӳрекенсем, поэзи каҫне хутшӑнакансем чылай ҫӗннине пӗлчӗҫ. Хӑйсен шухӑшӗсемпе пайланчӗҫ, мӗн ачаран кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр, Ҫепӗл Мишши сӑввисене юратса вуланине ҫепӗҫ туйӑмпа систерчӗҫ уява хутшӑнакансем.

Ҫак куна илемлӗ те тухӑҫлӑ ирттерме пулӑшнӑшӑн «Единая Россия» Парти ретӗнчи патриотсене, ял хӗрарӗмӗсен совечӗн членӗсене, тӑван ялта пурӑнакан хисеплӗ ватӑсене тав сӑмахӗ калатпӑр, ырлӑх -сывлӑх сунатпӑр. Эпир ҫирӗп-ха, ял ҫӗнӗ вӑркӑш сывлӑшпа сывлать. Эпир пӗрле!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *