Вторник, 16 декабря, 2025
Главная > Новости > Олег Федорович Андреев (Афалек Энтепе) асăнса асăну каçĕ

Олег Федорович Андреев (Афалек Энтепе) асăнса асăну каçĕ

Елчĕк çĕрĕ паллă та мухтавлă, пултаруллă çынсемпе пуян. Кунта производствăра, ял хуçалăх ĕçĕсенче, культура, вĕренӳ тата ытти сферăсенче палăрнă çынсем.    

Районти тĕп вулавăшра, чăн-чăн поэт çеç мар, чăн-чăн чăваш патриочĕ пулнă,  Олег Федорович Андреева (Афалек Энтепе) асăнса асăну каçĕ иртрĕ.

Асăну каçне Чӑваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Арсений Тарасов, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ Любовь Федорова сăвăç, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, савăç  Василий Кервен,  чĕннĕ хăнасем, районти вулавăш тата культура ĕçченĕсем, çавăн пекех тус – юлташĕсем хутшăнчĕç.

Афалек Энтепе пултарулăхне нумай-нумай поэт, литературовед тěпченě, пысăк хак панă.

Пěтěмěшле каласан, поэзийě унăн тăван чěлхе сěтекěпе, кěтмен танлаштарусемпе, тěнче илемне ăста ÿнерçě пек пултаруллă ÿкерсе кăтартнипе уйрăлса тăрать.

Халĕ ĕнтĕ ун çинчен иртнĕ вăхăтпа калаçма тивет. Шел, 2020 çулхи юпа уйăхĕн 29 – мĕшĕнче вăл пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ…

Афалек Энтепе /Олег Федорович Андреев/ 1950 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Энтепе ялĕнче çуралнă. 1973 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетĕнчен, 1982 çулта Горькири партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă.

1977-1991 çулсенче районти комсомол тата парти райкомĕсенче вăй хунă.

Афалек Энтепе 1973 çулта çыравçă ĕçне пикенет. Çав çулсенче районти тата республикăри хаçат-журналсенче сăвăсем пичетлет. Чи паллă сăввисем: «Хăйăра кукалет ырă ут…», «Сар çĕленле авкаланса…», «Вăхăт, вăхăт васкать, эпĕ мар!», «Çăлтăрпа танлашнă юр пĕрчи», «Çурт çÿллĕш хумсемпе карап кĕрешрĕ…», «Кунта хурăнсен пăшăлтатăвĕ çук…», «Тул çутăлать…», «Вăрах йĕркесем», «Чĕре – чарусăр, ашкăнчăк ача…» тата ытти те.

О.Андреев чăвашла сăвăсен виçĕ пухăмне – «Çулшырав» /1998 ç./, «Хутăш вăрман» /1989 ç./, «Киле таврăнни» /1991 ç./ хатĕрлесе кăларнă. «Çулшырав» сăвăсен пуххинче автор çамрăксен шухăш-туйăмне, ĕçĕсене кăтартса панă. Кĕнекере тăван ен илемне, Совет çарĕнче службăра тăракан яшсен пурнăçне сăнланă сăвăсем паллă вырăн йышăнаççĕ.

«Хутăш вăрман» – Афалек Энтепен иккĕмĕш кĕнеки. Виççĕмĕш кĕнекине сăвăсемпе поэма кĕртнĕ. «Киле таврăнни» поэмăра чăн-чăн çамрăкăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ сăнарланнă.Сăвăç пирки Порфирий Афанасьев çыравçă çапла çырнă: «Тăван енĕн çутçанталăкĕ, юратупа туслăх, ырлăх тата чăнлăх, шанăçлăхпа чыслăх, атте-аннесен ĕçĕн шанчăкне çухатманни Афалек Энтепене хавхалантаракан тĕп шухăш пулса тăрать…».

Олег Андреев —  Раççей Федерацийĕн çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ (1993).Чăваш енре тухса тăракан хаçат-журналсенче çеç мар, Тутарстанра, Пушкăртстанра та тăтăшах пичетленнĕ унăн сăввисем.

Асăну каçĕнче нумай-нумай ырă сăмахсем каларĕç. Шкул ачисем Афалек Энтепе сăввисене илемлĕ вуласа, чăваш халăх юррисене юрласа савăнтарчĕç.

ФОТО

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *