Районти тӗп библиотекӑра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕн, Чăваш наци академийĕн пайташĕн, тĕрлĕ наукăпа кăсăкланакан Валерий Иванович Салминӑн ӗҫӗсен «Наука ӑслӑлӑх тӗнчинче» ятпа курав хаклавӗ иртрӗ. Хаклава курав авторӗ, унӑн тӑванӗсем, тус-юлташӗсем, шкул ачисем тата районти библиотекарьсем хутшӑнчӗҫ.
Вӑхӑт каялла таврӑнмасӑр пӗрмай малалла чупать. Паянхи кун хыҫҫӑн ыранхи килет, хальхи ӗмӗр хыҫҫӑн ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫланать. Кашни ҫын пурнӑҫра хӑйӗн йӗрне хӑварать. Паянхи ӗҫе тӑвать, ҫӗнӗ ӗмӗтсемпе малалли пурнӑҫра пурӑнать. Пенсие тухсан ҫеҫ асаилӳсемпе пурнӑҫ пӗтӗмлетӗвне тӑвас шухӑш килет. Шӑпах ҫакӑн пеккисен шутне — Валерий Иванович Салмина кӗртес килет.
Валерий Иванович Салмин Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗнче 1945 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗче ҫуралнӑ. Вӑтам шкул хыҫҫӑн 1962 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика институтне вӗренме кӗрет. Вӗреннӗ хушӑра Совет ҫарӗнче службӑра тӑрать. Ун хыҫҫӑн хӑйӗн пӗлӗвне Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе обществознани факультетӗнче пухать.
Валерий Иванович тӗрлӗ ӗҫре, тӗрлӗ должноҫра: шкулта физика, акӑлчан, истории, географи предмечӗсене вӗрентет; тӑван районӗнчи колхозра экономист; Туҫа ял совечӗн пуҫлӑхӗ; Чӑваш патшалӑх университечӗн Патӑрьелӗнчи филиалӗнче социаллӑ-гуманитари факультечӗн аслӑ преподавателӗнче вӑй хурать. Ӗҫне кура хисепӗ. Патшалӑх Валерий Ивановича тӗрлӗ наградӑсемпе медальсем парса чыс тунӑ.
Валерий Салмин – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ, Чӑваш наци академийӗн пайташӗ, тӗрлӗ наукӑпа кӑсӑкланакан ҫын. Ватлӑха парӑнман хастар хӑйӗн кил хуҫалӑхӗче Шуршӑлти космонавтика музейӗн пӗчӗк уйрӑмне уҫнӑ.
Маларах килӗнче йӑх музейне туса хатӗрленӗ. Вӗсен килйышӗ тарӑн та ҫирӗп тымарлӑ, тӗрлӗ ӗҫре ырӑ ята тивӗҫнӗ ентешсем ҫинчен ҫамрӑк ӑрӑва каласа кӑтартмалӑх экспонат кунта ҫителӗклех. Астрономи, физика, биологи, философи терминӗсемпе калаҫакан, хӑйӗн наукӑри чи пысӑк вӗрентекенӗсен сӑнӗсене, вӗсем каланӑ чи кӑмӑлне кайнӑ шухӑшсене стена ҫине, мачча, урай ҫине, ҫурт ҫамки ҫине, карлӑксем ҫине ҫырса хунӑ.
Пысӑк кил хуҫалӑх тытакан, куллен 30 ҫухрӑм чупакан, пӗр спорт ӑмӑртӑвӗсенчен те юлман чемпион ҫак тӳсӗмлӗхе ҫитерсе лармалли ӗҫе хӑш вӑхӑтра туса ӗлкӗрет-ши – ку хӑй тӗлӗнтермӗш.
«Хӑвӑн умӑнта мӗнле те пуллин тӗллев лартрӑн тӑк ҫакна пурнӑҫлама ӑнтӑлмалла, тӑрӑшмалла. Пуç ĕçленĕ чухне шухăшламалла», — тет Валерий Иванович. Хальхи çамрăксемпе килес ăрусем валли тума палăртни унăн темĕн чухлех. Валерий Салмин чӑннипех те маттур та пултаруллӑ ҫын. Тӗлпулура та вӑл юлташӗсемпе пӗрле юрласа пухӑннисене савӑнтарчӗҫ.
Мероприятине хутшӑннисем куравпа паллашнӑ май, ӑслӑлӑх ӗҫӗнче Валерий Салмина ӑнӑҫусем сунчӗҫ.