Понедельник, 8 декабря, 2025
Главная > Новости > Тăсса ятăм купăса…

Тăсса ятăм купăса…

Тăрăмри ял вулавăшĕнче Анатри Тимешĕнчи Вячеславпа Леонид Захаровсен «Тăсса ятăм купăса…» юрăсемпе сăвăсен кĕнеке хăтлавĕ иртрĕ. 50 ытла юрă-сăвăран тăракан кĕнеке — ашшĕпе ывăлĕ хăйсен тата ытти сăвăçсен сăввисемпе хывнă юрăсен пĕрремĕш пуххи. Хайлавсене тематикине кура кашнине уйрăм пая уйăрнă: атте-аннепе тăванлăх, патриотлăх, юрату, тăван тавралăх, ачалăхпа çамрăклăх.

Библиотека ĕçченĕ Светлана Михайлова пуçтарăннисене Вячеславпа Леонид Захаровсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Презентацие хутшăннисем кĕнеке авторĕсен ĕçне, вĕсен пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Тĕл пулăва килнисене Вячеслав Захаров кĕнекери юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. Вулакансем те «Вăйçă купăс каласан» юрра хаваспах шăрантарчĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *