Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Новости > Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ – Геннадий Волков

Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ – Геннадий Волков

Районти тӗп библиотека ӗҫченӗсем Елчӗкри вӑтам шкулта, хамӑрӑн ентешӗмӗр, Геннадий Никандрович Волков ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа краеведени сехечӗ ирттерчӗҫ.

Мероприятине хутшӑннӑ ачасем Геннадий Волковӑн кун-ҫулӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. «Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ – Геннадий Волков» электронла презентаципе, «Г.Н.Волков – паллӑ ӑсчах» кӗнеке куравӗпе паллашрӗҫ. Ҫавӑн пекех вӑйӑ-викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравсем пачӗҫ, унӑн хайлавӗсене сӳтсе яврӗҫ.

Волков Г.Н. – педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, ҫыравҫӑ. РФ наукӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗ, К.Д. Ушинский, Я.А.Каменский медалӗсене тивӗҫ пулнӑ. Педагогикӑра ҫӗнӗ юхӑм – этнопедагогикӑна пуҫарнӑ. Чӑваш Республикинчи Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче 1927-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренесе тухнӑ хыҫҫӑн 20 ҫул студентсене вӗрентнӗ. 1970 ҫулсенче РСФСР Халӑха вӗрентес ӗҫ Министерствин наци шкулӗсен наукӑпа тӗпчев институтӗнче, Германири Эрфурт хулинчи педагогика аслӑ шкулӗнче ӗҫленӗ. 1993ҫулта – Ҫемьепе воспитанин патшалӑх институчӗн этнопедагогика лабораторийӗн ертӳҫи, 1999 ҫулта – Калмӑк патшалӑх университечӗн профессорӗ. 2003 ҫулта хӑй вӗреннӗ пединститутра этнопедагогикӑн наукӑпа тӗпчев институтне, 2005 ҫулта Калмӑк патшалӑх университетӗнче этнопедагогика ҫӗнӗлӗхӗсен наукӑпа тӗпчев лабораторине йӗркеленӗ. 700 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, вӑл шутра 30 яхӑн монографин авторӗ. Халӑх педагогикине тӗпчесе аталантарнисӗр пуҫне вӑл хайлавсем ҫырассипе те, ытти авторсен ӗҫӗсене куҫарассипе те, халӑх пултарулӑхне пухассипе те паллӑ пулнӑ. Константин Иванов, Иван Яковлев, Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай, Александр Пушкин, Лев Толстой пултарулӑхне тӗпчесе статьясем ҫырнӑ. Хайлавӗсем «Асанне калавӗсем», «Шӑллӑмсемпе йӑмӑксене», «Юманпа хӗвел» тата ытти кӗнекесенче пичетленнӗ.      

Пӗлтерӗшлӗ мероприяти вӗҫӗнче ачасем шкулти музейра Геннадий Никандрович Волкова асӑнса хатӗрленӗ куравпа паллашрӗҫ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *