Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Новости > Елчĕк районĕ 95 ҫул: Николай Ларионовӑн «Никӗс ҫирӗп пулсан…» кӗнеке хаклавӗ

Елчĕк районĕ 95 ҫул: Николай Ларионовӑн «Никӗс ҫирӗп пулсан…» кӗнеке хаклавӗ

Районти тӗп библиотекӑра Н.Д.Ларионовӑн «Никӗс ҫирӗп пулсан…» кӗнеке хаклавӗ иртрӗ.

Кӗнекене хаклама район администрацин пуҫлӑхӗ Л.В.Левый, кӗнеке авторӗ Н.Д.Ларионов, И.В.Кузнецов тата унӑн тӑванӗсем, пӗрле ӗҫленӗ тус-юлташӗсем, районти вулавӑш ӗҫченӗсем тата чӑваш чӗлхипе литература учителӗсем хутшӑнчӗҫ.  

Н.Д.Ларионов – 1952 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне пӗтернӗ. Патӑрьелӗнчи издательство ҫурчӗн директорӗнче, районти «Авангард» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ. Раҫҫей журналисчӗсен Союзӗн членӗ. Ултӑ кӗнеке авторӗ.

«Никӗс ҫирӗп пулсан…» кӗнеке нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. Шупашкарта «Ҫӗнӗ вӑхӑт» кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Кӗнекене автор Чӑваш енри мухтавлӑ ҫынсен ҫулталӑкне халалланӑ. Район 95 ҫул тултарнӑ май кӗнекен тӗшши питех те вырӑнлӑ. Кӗнекен малтанхи страницинче Елчӗк тӑрӑхӗнчи паллӑ ялсенчен паллӑраххи – Курнавӑш ялӗ ҫинчен ҫырса парать. Кунта ял мӗнле пуҫланса кайни, ҫӗнӗ самана ҫулӗсенче кӑна Курнавӑш ҫыннисем патшалӑхӑн вунӑ орденне тивӗҫнӗ. Виҫҫӗн – Раҫҫей тава тивӗҫлӗ работникӗ, 16 ҫын – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Курнавӑшран пӗр  ҫын РСФСР Верховнӑй Совечӗн депутатне, пилӗк ҫын Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн депутатне суйланӑ. Кунсӑр пуҫне ял ҫыннисенчен ҫиччӗшӗ тӗрлӗ наукӑсен кандидачӗсем, тӑваттӑшӗ – спорт мастерӗсем. Курнавӑшра ҫуралса ӳснисен шутӗнче культурӑпа искусствӑра, халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ сферисенче пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ҫынсем чылай. Министрта е министр ҫумӗнче ӗҫленисем те пур. Чӑннипех те паллӑран та паллӑ ял!

Кӗнекере хисеплӗ те сумлӑ, мухтавлӑ та сӑпайлӑ Кузнецовсен йӑхӗ-ӑрӑвӗ ҫинчен ҫырса кӑтартать. Уйрӑмах автор Илья Васильевич Кузнецов кун-ҫулне ҫутать. Кунта мӗн ачаран пуҫласа паянхи кун таранччен сӑнласа парать. Илья Васильевич 1956 ҫулхи августӑн 2-мӗшӗнче Курнавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранах алли-ури ӗҫ ҫумне ҫыпҫăнать. «Лаша пуласси – тихаран паллӑ. Ҫын пуласси – ачаранах паллӑ» — тенӗ ӗлӗкрен чӑвашсем. Чӑнах та пултаруллӑ ачасем ҫитӗннӗ Кузнецовсен туслӑ ҫемьинче. Илья Васильевичах илер – вӑл Курнавӑш ялӗн сумлӑ ҫынни, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ», «Раҫҫей пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх хисеплӗ работникӗ», Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинӗ, 2007 ҫул итогӗсем тӑрӑх «Чи лайӑх муниципалитет служащийӗ».

Кӗнекене йышлӑ ҫемье архивӗнчен илнӗ сӑн ӳкерчӗксем пуянлатаҫҫӗ. Кузнецовсем тӑхӑр пӗртӑван. Кашнийӗн хӑйӗн ҫемье, кашнин хӑйӗн ӑраскалӗ.

Мероприятине хутшӑннӑ кӗнеке авторӗ Николай Ларионов, пӗрле ӗҫленӗ тус- юлташӗсем ырӑпа асӑнса тухса калаҫрӗҫ.

Район администрацин пуҫлӑхӗ Леонард Левый Илья Кузнецова Тав ҫырăвӗпе пӗрле район 95 ҫул тултарнӑ май тухнӑ юбилей медальне парса чыс турӗ.

Илья Васильевичӑн аппӑшӗ, Галина Васильевна Ертмакова, Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗн директорӗ, истори наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ачалӑхри самантсене аса илчӗ, пуҫтарӑннисене тав сӑмахӗ каларӗ.

Тӗлпулӑва хутшӑннисем кӗнекене пысӑк хак пачӗҫ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *