Воскресенье, 14 июля, 2024
Главная > Новости > «Тăван çĕрĕм – пахарах, анне чĕлхи – хаклăрах» çавра сĕтел»

«Тăван çĕрĕм – пахарах, анне чĕлхи – хаклăрах» çавра сĕтел»

Чăваш чĕлхи çав тери çепĕç илемлĕ, пуян… Тăван чĕлхене юратакансем – чăн-чăн телейлĕ çынсем. Вĕсем çак  вĕçĕ-хĕррисĕр тĕнчен мăнаçлăхне ăнкарса чăваш халăх шăпине, йăли-йеркине,  тăван чĕлхен сапăрлăхне ăша хываççĕ, малалла пурăнма вăй-хал пухаççĕ.

Тăван чĕлхе – çыншăн чи çывăххи тата хакли. Ăна юратасси аннен сăпка юрринчен, тавралăхпа пĕрремĕш хут паллашнă чух усă куракан сăмахсенчен пуçланать. Тăван чĕлхе – халăх культурине палăртакан чаплă тата хăйне евĕрлĕ пуянлăх. Чăваш  чĕлхин уявне Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕнче анлăн паллă тăваççĕ.

Тăван чĕлхе кунне тата Чăваш Республикин тĕп символĕсене халалланă куна Елчĕкри тĕп библиотекăра «Тăван çĕрĕм – пахарах, анне чĕлхи – хаклăрах» çавра сĕтел иртрĕ. Çавра сĕтел вара районти библиотека ĕсченĕсене тата тăван тавралăха юртма та хисплеме пĕлекенсене пуçтарчĕ.

Тăван чĕлхене хаклакансем «Чăваш кĕнеки – ăрусен çыхăнăвĕ» ятлă анлă кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Çавăн пекех кĕнеке куравĕнче чăваш чĕлхин пуянлăхне уçса паракан тĕрлĕ тĕпчевçĕсен, сăмах ăстисен   пултарулăхĕпе паллашма май пулчĕ. Кĕнеке куравĕнче Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне пехиллесе хăварнă «Чун халалĕ» пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.  Унти кашни сăмахра ăруташсен шăпишĕн хыпса çуннă ăсчахăмăрăн канăçсăр чĕри таппине туятăн.

Вулавăш ĕçченĕсем тăван чĕлхене халалланă Петĕр Ялгир, Çеçпĕл  Мишши, Петĕр Хусанкай тата ыттисем те çырнă çепĕç те илемлĕ сăвă йĕркисене шăрантарчĕç, чăваш чĕлхин пуянлăхне кăтартса пачĕç.

Мероприятие тăснă май тĕп библиотека ĕçченесем  тăван тавралăх историне анлăлатса, пуянлатса пырасси тата  упраса хăварасси – библиотекăсен тĕп тĕллевĕ пулнине çирĕплетрĕç, малалла мĕнлерех  ĕçсем туса ирттермеллине  сÿтсе яврĕç. Маларах йеркеленĕ «Чăваш Республикин патшалăх символĕсене пĕлетĕр-и эсир» викторина хуравĕсемпе тата Чăваш Республикин патшалăх Гимнĕн, Гербĕпе Ялав авторĕсем çинчен анлăрах паллаштарчĕç.

Асăннă мероприятире чăваш халăх культурин хăйне евĕрлĕхне упрас тата аталантарас тĕлĕшпе, халăхăн авалхи йăлисем тата культура пуянлăхĕ ăруран ăрăва куçса пыма май пани çинчен çирĕплетрĕç ĕҫе парăннă вулавăш ĕçченесем.

ФОТО, ВИДЕО

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *