Среда, 30 октября, 2024
Главная > Новости > Манӑҫми Хусанкай

Манӑҫми Хусанкай

Кӑҫалхи ҫул Чӑваш Республикинче «Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ» пулнӑ май, чӑваш халӑх поэтне, К.В.Иванов ячӗпе хисепленекен патшалӑх премийӗн тата Чӑваш комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗн, Петӗр Хусанкайӑн ятне аса илмесӗр хӑварма ҫук. Петӗр Хусанкай тӑван культура историйӗнче чӑннипех ҫутӑ та тарӑн йӗр хӑварнӑ. Талантлӑ поэт, общество деятелӗ, паттӑр салтак, туслӑх элчи, пултаруллӑ куҫаруҫӑ ҫуралнӑранпа кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче 115ҫул ҫитрӗ.

Паллӑ поэтӑмӑра халалласа Елчӗкри вӑтам шкулта районти тӗп библиотека ӗҫченӗсем «Манӑҫми Хусанкай» поэзи сехечӗ ирттернӗ. Малтанах библиотекарьсем П.Хусанкайӑн кун-ҫулӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ, «Петӗр Хусанкай – Чӑваш поэзийӗн улӑпӗ» электронла курав-тишкерӳ ирттерчӗҫ. Ачасем «Хусанкай вулавӗсем» акцине хутшӑнса поэт сӑввисене юратса вуларӗҫ.
Петӗр Хусанкайӑн сӑввисем алла яхӑн кӗнекепе пичетленсе тухнӑ. Ун сасси тӗнчери нумай ҫӗршывра янӑранӑ, ун сӑввисене хамӑр ҫӗршыври, чикӗ леш енчи 50 ытла халӑх чӗлхипе вулаҫҫӗ. Хусанкай хӑй те ытти халӑх поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ.

Петӗр Хусанкайӑн хаклӑ йышши чул пек йӑлтӑртатса тӑракан тӗрлӗ енлӗ поэзийӗ тӑван халӑхӑн пурнӑҫӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Хӑйӗн пултарулӑхӗнче вӑл пур жанрсемпе те усӑ курнӑ. Ун поэзийӗнче – ачаш, чуна илӗртекен лирика, пысӑк социалла ӳкерчӗксем, тӑван халӑхӑн историйӗпе пурнӑҫӗ ҫинчен тарӑн шухӑшланисем. Унӑн чылай произведенийӗсем чӑваш литературин ылтӑн фондне кӗнӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *