Трубина Мархви çыравçă çуралнăранпа 135 çул çитнĕ май Елчĕкри тĕп библиотекăра литература сехечĕ йĕркеленĕ. Марфа Дмитриевна Трубина (1888-1956) ячĕ чăваш литературинче чи сумлисенчен пĕри. Çыравçăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ: вăл поэт, прозаик, драматург, вĕрентӳçĕ. Унăн илемлĕ литературăра яланлăхах юлма тивĕçлĕ хайлавсем сахал мар. Пурăннă чух та, каярах та вăл нумй-нумай çыравçăшăн ырă тĕслĕх пулнă, ăна хисеплесе «Мархва аппа» тесе чĕннĕ. Совет саманинче вăл писателе тухнă пĕрремĕш чăваш хĕрарăмĕ.
![](http://yalcbs.ru/wp-content/uploads/2023/09/8e40bd8e-7595-4abd-a6e4-cadf527d5828-1024x566.jpg)