Чӑваш халӑх ҫыравҫи, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К.Турхан ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ Денис Викторович Гордеев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Елчӗкри тӗп вулавӑшра «Пурнăç утти ыйтать: Денис Гордеев» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Д. В. Гордеев 1938 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, партин Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ҫирӗм ҫула яхӑн пичетре ӗҫленӗ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пынӑ, ҫыравҫӑсен Литература фончӗн Чӑваш уйрӑмӗн директорӗ пулнӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Ӑшӑ ҫумӑр», «Ҫеҫен хир ҫилӗ», «Хурӑнсар», «Тӗрленӗ кӗпе», «Чи вӑрӑм кун», «Карӑк туйӗ», «Куккуклӑ сехет», «Акман ыраш», «Ҫурта кунӗ» тата ыт. «Ҫич ҫунатлӑ курак», «Хул хушшинчи ҫылӑх», «Пӑсташ» кӗнексем «Литератуллӑ Чӑваш Ен: чи нумай вулакан кӗнеке» республика конкурсӗнче мала тухнӑ.
Денис Гордеевӑн пултарулӑхӗн тӗп теми – чӑваш ҫыннисен хальхи пурнӑҫӗ. Ытларах чыс, этем пурнӑҫӗн философи ыйтӑвӗсене тӗпе хурса ҫырать.
Хисеплӗ вулаканӑм, маларах асӑннӑ произведенисене тӗп вулавӑшӑн кӗнеке ҫӳлӗкӗсенчен илсе вулама пулать. Хапӑл туса кӗтетпӗр.