Елчĕкри тӗп библиотекӑра Аслӑ вӗрентекенӗмӗр — Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа анлӑ уяв иртрӗ
Мероприятине Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, Чӑваш Республикин ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова, ҫавӑн пекех Елчӗкри, Аслӑ Елчӗкри, Курнавӑшри вӑтам шкул ачисем, округри ял тата шкул библиотекин ӗҫченӗсем, вулакансем хутшӑнчӗҫ.
Уяв «Чӑвашсен пур сумлӑ ҫын» сӑвӑпа уҫăлчӗ. Иван Яковлевич Яковлев — чăваш тĕнчине çутта кăлараканӗ, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне никӗслекенӗ. Ҫак шкултан чылай паллӑ ҫынсем вӗренсе тухнӑ.
Иван Яковлев хăйĕн вăхăтри çынсене ырми-канми ĕçĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Вăл чăваш çырулăхне шухăшласа кăларнă, халăх вĕрентĕвĕн ертӳçи, чăваш фольклорĕн тĕпчевçи, букварьсемпе чăваш кĕнекисен авторĕ, тăлмачĕ, пĕрремĕш ача-пăча писателĕ, литература хаклавçи.
Елчӗкри вӑтам шкулти аслӑ класри хӗр ачасем Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ. Пуҫтарӑннисене юбилей ячӗпе кӑларнӑ календарьсем парнелерӗҫ.
Иван Яковлевич Яковлев 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫуралсан виҫӗ кунтанах амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ӑна суккӑр Пахом хресчен ҫемйи усрава илнӗ. Пахом ҫемйи ачаранах Ивана ӗҫе хӑнӑхтарнӑ. Вӗсем пӗрле лашапа ҫӳренӗ, тырӑ вырнӑ. Шкула кайиччен Иван Хаким ятлӑ тутарпа кӗтӳ пӑхнӑ. Хаким Ивана тутарла вӗрентнӗ, пушӑ явма хӑнӑхтарнӑ. Ҫапла майпа Иван шкула кайичченех темиҫе чӗлхепе паллашнӑ. Сакӑр ҫула ҫитсен Ивана вырӑс ял шкулне вӗренме яраҫҫӗ. Вӑл шкултан лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ. Шкул пӗтерсен ӑна Чӗмпӗрти уес шкулне вӗренме илнӗ. Иван Яковлевич чӑвашсене юратнӑ. Вӗсене вӗрентесшӗн пулнӑ. Ҫавна пулах вӑл гимназие вӗренме каять. Кунтан лайӑх вӗренсе тухсан Хусанти университета ҫул тытать. Университетра вӗреннӗ чух ҫӗнӗ чӑваш алфавичӗ хатӗрлет, букварь пичетлесе кӑларать. «Чӑваш букварӗ» валли калавсем те Иван Яковлевич хӑех ҫырнӑ. И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне халал парса хӑварнӑ.
Иван Яковлевич Яковлевӑн «Халалӗ» пилӗк чӗлхепе пичетленсе тухнӑ: чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла, нимӗҫле тата французла.
Курнавӑшри вӑтам шкул ачисем Аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн халалне виҫӗ чӗлхепе вуласа пачӗҫ.
Аслӑ Елчӗкри, Елчӗкри вӑтам шкул ачисем И.Я.Яковлев ҫырнӑ «Йăлăнтармăш», «Тилĕпе тăрна» хайлавӗсем тӑрӑх инсцинировкӑсем кăтартрĕҫ. Чăваш чӗлхи кунне халалланӑ сӑвӑсем каласа пачӗҫ.
Леонард Левый тата Алевтина Федорова Иван Яковлевич Яковлев ӗҫне малалла тӑсмалли, тӑван чӗлхене аталантарса пымалли, чӑвашла калаҫма манмалла марри ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.
Аслӑ вӗрентекенӗмӗр И.Я.Яковлев: «Чӑваш ҫӗршывӗ – ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах ҫӗршывӗ» — тенӗ. Апла пулсан пирӗн, ҫӗр пин юрра, ҫӗр пин тӗрре, ҫӗр пин сӑмаха ачасем патне ҫитермелле, чӑваш халӑхӗн историйӗпе, йӑли-йӗркипе, культурипе паллаштармалла, ҫутҫанталӑкпа килӗштерсе пурӑнма вӗрентмелле.
Уява вĕҫленĕ май искусство шкулӗнче вӗренекен Джамиля Савинова, Вадим Баранов, «Шӑнкӑрав» ансамбль хӑйсен юрри-ташшисемпе савӑнтарчӗҫ.