Пятница, 20 ноября, 2026
Главная > Новости > Кӗнеке ҫӗнӗлӗхӗсемпе паллашма чӗнсе калатпӑр!

Кӗнеке ҫӗнӗлӗхӗсемпе паллашма чӗнсе калатпӑр!


Аслӑ Елчӗк ял библиотекинче «Литературăлла Чăваш ен: 2025 çулхи кěнекесем» ятпа паллаштару иртрӗ.
Ҫак тӗлпулу вӑхӑтӗнче кӗнеке тусӗсем Чӑваш Республикинче 2025 -мӗш ҫулта пичетленсе тухнӑ чи лайӑх литературӑпа ӳнер произведенийӗсен пуххисемпе, вырӑнти авторсен хайлавӗсемпе чӑвашла тата вырӑсла паллашма пултараҫҫӗ.
Кӗнеке ҫӗнӗлӗхӗсемпе паллашнисӗр пуҫне, вулакансене пысӑк ӗҫе хутшӑнма сӗнеҫҫӗ. Кӑҫал литературӑллӑ фестиваль юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫланнӑ.Фестиваль пуҫаруҫи- Чӑваш наци библиотеки .

Кашни вулакан хӑйӗн юратнӑ авторне, кӗнекине тата жанрне суйлама пултарать. Библиотека ҫыннисем ҫак номинацисенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма пулӑшаҫҫӗ: чи нумай вуланакан проза,поэзи,драматурги,ача-пӑча литератури.
Сирӗн сасӑ питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ! Килӗр, ҫӗнӗ ятсем уҫӑр, ҫӗнӗ страницӑсене уҫса пӑхӑр тата юратнӑ ҫыравҫӑсене хӑвӑрӑн сассӑрпа малалла ҫӗнӗ хайлавсем шӑрҫалама хавхалантарӑр!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *