Четверг, 29 февраля, 2024
Главная > Новости > Хурҫӑ саслӑ поэт: Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул

Хурҫӑ саслӑ поэт: Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул

 Тӑван чӗлхемӗр – пирӗн истори, пирӗн эткерлӗх, пирӗн пуласлӑхӑн малашлӑхӗ. Чи иксӗлми чӗлхе пуянлӑхне вара чӑваш литературин эткерӗнче куратпӑр. Ҫак пуянлӑх никӗсне хывакансенчен пӗри – чӑваш халӑх поэчӗ – Митта Ваҫлейӗ.  
 Ҫак кунсенче чӑваш халӑхӗ мухтавлӑ поэтӑмӑрӑн 115 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫавна май районти тӗп библиотекӑра вулакансем валли «Хурҫӑ саслӑ поэт» ятпа кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ, «Ячӗ халӑх асӗнче» литература сехечӗ иртнӗ. Вулакансем поэт кун-ҫулӗпе паллашнӑ май унӑн сӑввисене аса илчӗҫ, ытти паллӑрах хайлавӗсемпе те паллашрӗҫ.
  Митта Ваҫлейӗ 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче (хальхи Первомайскинче), вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 9 ачаллӑ ҫемьере чи асли пулнӑ вӑл. Çак пурнăç çине те урăх куçпа пăхма вĕрентет, ыттисемшӗн тӑрӑшма хистет поэта. Митта Ваҫлейӗ Чĕмпĕрти педтехникумра пĕлӳ пухнă. Учительте, колхоз ҫамрăкĕсен шкулĕн ертӳҫинче, райхаҫатăн яваплă секретарĕнче ĕҫленĕ. Çырас ĕçе вăл сăвăран пуçăнать, 1925 çулта «Сунтал» журналта ун пĕрремĕш сăвви («Тăван çĕршыв») çапăнать. Чăваш литературинче Митта Ваçлейĕ тĕрлĕ жанрпа çырса тарăн йĕр хăварнă. Вăл çырнисем критиксемшӗн ҫивӗч калаҫу сӑлтавӗ пулса тӑнӑ, вĕсене кĕçех вĕрентӳ кĕнекисене те кĕртнĕ. Поэт ырă ячĕ чăваш халăх историне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлчĕ.
 Чăвашсен паллă ҫыравҫи Алексей Талвир ҫапла палӑртса каланӑ: «Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ – халăх пуянлăхĕ. Вăл яш ĕмĕре упрама, çамрăк вăхăта сая ярасран сыхланма, ăслă, хăюллă, маттур пулма вĕрентет. Кам Митта кĕнекине алла илет, вăл чăн-чăн поэзи пылакне тутанса пăхать…»
 Сăвăç 1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче тăван ялĕнче вилнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *