Тăван литература классикĕ, чăваш халăхĕн мăнаҫлăхĕпе мухтавĕ, вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн – тӗнче поэзийӗн шедеврӗн авторĕ Константин Васильевич Иванов ҫуралнăранпа 136 ҫул ҫитрĕ.
Вăл 1890 ҫулта ҫу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Пушкăрт Республикинчи Пишпӳлек районĕнчи Слакпуҫ ялĕнче ҫуралнă. Сакăр ҫул тултарсан ялти, унтан Чĕмпĕрти шкулта вĕреннĕ. И.Я. Яковлев хӑйӗн вӗренекенне чӑвашла кӗнекесем кӑларас ӗҫе хутшӑнтарнă. К. Иванов фольклорист, вӗрентекен, куҫаруҫӑ, фотограф, художник, иллюстратор, декоратор, купӑсҫӑ та пулнӑ.
Елчӗкри тӗп вулавăшра Константин Иванов поэт çырнă кĕнекесемпе, унӑн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вулакансемпе калаҫу-тӗл пулу иртрӗ. Вулавӑш ӗҫченӗ кӗнеке куравӗпе тата презентаципе паллаштарчĕ. Çавăн пекех вулакансем «Нарспи» поэмăна тĕрлĕ чĕлхепе саспа вулани пурне кӑсӑклантарчӗ, викторина ыйтăвĕсем поэт ҫинчен тарӑнран пӗлме пулӑшрӗҫ.




