Тӗп вулавӑшра юбилярăн, халӑх поэчӗн, Чӑваш енӗн çыравçин, Валерий Тургайӑн 65 ҫулхи юбилейне халалланӑ эрне иртрӗ. Куравра унӑн кӗнекисемпе чылай. Валерий Тургая сӑвӑҫ, прозаик, драматург, публицист, тӑлмачă, общество деятелӗ пек пĕлетпĕр. Унӑн хайлавӗсем республикӑри тата ун тулашӗнчи хаҫатсемпе журналсенче тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ, уйрӑм кӗнекесемпе те тухаççĕ, радиопа тата телекуравпа янӑраҫҫӗ. Поэт сӑввипе композиторсем нумай юрӑ хайланӑ. Валерий Тургайӑн куҫару ӗҫӗ — хӗлне пула чӑваш чӗлхипе Раҫҫей халӑхӗсен ҫыравҫисен — М.Каримӑн, Г. Тукайӑн, Р. Гамзатовӑн, К. Кулиевӑн, А. Кешоковӑн, В. Колумбӑн тата ытти сӑвӑҫсен хайлавӗсене вулама пулать. Чӑваш ен халӑх поэчӗн сӑввисене ҫывӑх тата инҫет ют ҫӗршыв халӑхӗсен вырӑс, азербайджан, украин, латыш, тутар тата ытти чӗлхисене куҫарнӑ.
Паян Валерий Тургай ячӗ Чӑваш Республикинчен чылай аякра паллӑ. Ӑна Тутарстанра юратаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ, Пушкӑртстанра, Мари Эл, Удмурти тата пирӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӗршывӑн ытти регионӗсенче тата ун тулашӗнче вулаççĕ. Унӑн поэзийӗнче тăван халӑха юратнине курма, сӑввисем вара вулакана пурнӑҫпа пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ ҫинчен, кӗрешӳпе ирӗклӗх ҫинчен, пуласлӑх ҫинчен шухӑшлаттараҫҫӗ.

