Пирӗн çĕр ҫинче пурӑнакан кашни ҫыннăн хӑйӗн Тӑван ҫӗршывӗшӗн, хӑйӗн халӑхӗшӗн, ҫӗрӗпе унӑн историйӗшӗн мӑнаҫланас туйӑм пур. Тӑван ҫӗре вара унӑн символӗсем сӑнарлаҫҫӗ.
Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ – Чăваш Республикин символĕсен кунĕ. Вĕсен шутне герб, ялав тата гимн кĕреççĕ. Çак символсем пӗтӗм халӑхшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вĕсем патшалăх суверенитетне палăртаççĕ, вĕсен элеменчĕсем халăх пурнăçĕн ăс-хакăлĕн енĕсене çутатса параççĕ.
Чăваш Республикин символĕсене республикăн Аслă Канашĕ 1992 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Ялавпа герб авторĕ – Элли Юрьев. Гимн авторĕсем – Герман Лебедев композитор тата Илле Тукташ поэт. Гимн республика паллă тăвакан халăх уявĕсенче, чаплă пухусене уçнă тата хупнă чухне, тата хăнасене кĕтсе илнĕ чухне янăрать.
Çак куна халалласа тĕп вулавăшра кĕнеке куравĕпе краеведени сехечĕ иртрĕ. Ачасем символсем çинчен аван пĕлеççĕ.
Тăван патшалăх символĕсене хисеплесси – кашни çын тивĕçĕ.

