Паян, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн Чӑваш Ен Чӑваш чӗлхе кунне тата чӑваш халӑхӗн ҫутта кӑлараканӗ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 178 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвать. Ҫак куна халалласа Яманчурел ял вулавӑшӗпе клуб ӗҫченӗсем пӗрле «Мухтанатӑп санпа, тӑван чӗлхе» таврапӗлӳ сехечӗ ирттерчӗҫ.
Маларах ӗҫтешсем мероприяти хӑнисене «Чӑваш чӗлхи — чӑн-чӑн пуянлӑх» кӗнеке куравӗпе паллашма сӗнчӗҫ. Библиотекарь калавӗнчен вӗренекенсем И.Я. Яковлев педагог-ҫутта кӑлараканӑн, чӑваш ҫырулӑхне тӑвассинче тата чӑваш чӗлхине аталантарса пуянлатассипе ҫыхӑннӑ ӗҫӗн пахаллӑхӗ калама ҫук пысӑк вырӑн йышӑннине пӗлчӗҫ. Ҫавӑн пекех вулавӑш ӗҫтешӗ ачасене Иван Яковлевич тӑрӑшнипе алфавит ҫурални ҫинчен, чӑваш ачисем валли хут уҫҫи пулса тӑнӑ пӗрремӗш «Букварь» ҫинчен тӗплӗнрех уҫса пачӗ.
Тӑван чӗлхе Чӑваш ен культурин пуянлӑхӗпе тата чапӗпе уйрӑлми ҫыхӑнни, ун ҫинчен паллӑ поэтӑмӑрсемпе паянхи ҫыравҫӑсем мухтаса юрлани ҫинчен каласа пани, тӗлпулӑва уйрӑмах пуянлатрӗҫ.
Малалла мероприятине ертсе пыракансем ачасене «Тӑван чӗлхе — пин-пин ахах» викторина тӗнчинче хӑйсен пӗлӗвӗсене туптама сӗнчӗҫ.
Паянхи хӑнасем пурте пӗр уҫӑмлӑ ӑнлану патне ҫитрӗҫ: чӑваш чӗлхи вӑл — чӑваш культурин чӗри пулать, ҫавӑнпа ӑна хисеплемелле, юратмалла, пӗлмелле! Мероприяти М. Андреевӑн «Чӑваш чӗлхи» сӑввине янӑравлӑ вуланипе вӗҫленчӗ.



