Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче чāваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Çак кун чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнă.
Уява халалласа Елчĕкри тĕп библиотекăн ача-пăча уйрăмĕнче ĕçлекенсем Елчĕкри Н.А. Петров Раççей Геройě ячĕпе хисепленсе тăракан вăтам шкулăн 3а класĕнче вĕренекенсемпе «Иван Яковлев — ачасене валли» вулав сехечĕ ирттернĕ.
Ачасене О.В. Петрова библиотекарь Иван Яковлевич чăваш халăхĕшĕн мĕн тери пархатарлă ĕç тунине, чăваш çырулăне пуçарса яни çинчен каласа панă. Ачасемпе пĕрле «Кулачă», «Суеçĕ», «Шăши», «Хураçка», «Лаша шырани» тата «Автан» калавсене вуланă. Çак калавсем ачасене тÿрĕ кăмăллă пулма, ĕçе юратма, çут çанталăка сăнама тата ăна хаклама, çынна хисеплеме, ырă пулма вĕрентеççĕ.
Библиотекарь Иван Яковлевăн ачалăхĕ, гимназире, университетра вĕренни тата чăваш шкулĕсем уçни çинчен те каласа пачĕ. Çак пулăмсем çинчен унāн «Çитĕннĕ вăхăт», «Аслă çул çинче» кĕнекисенче çырса кăтартни çинчен палăртса хăварчĕ.
И.Я. Яковлев хамăр тăван чĕлхене манмалла марри тата ăна юратмалли çинчен халалласа хăварнă. Çакă вара, паллах, çитĕннисенчен те, ачасенчен те килет.
Манас марччĕ тăван чĕлхене!







