Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Новости > Турхан Хĕветĕрне (Федор Васильевич Васильева) – 150 çул.

Турхан Хĕветĕрне (Федор Васильевич Васильева) – 150 çул.

Пирĕн ентеш, поэт – Турхан Хĕветĕрĕ çуралнăранпа 150 çул çитрĕ. Çавна май, тĕп вулавăшра «Турхан Хĕветĕрĕ – 150 çулта» кӗнеке куравӗ тата информаципе пĕлÿ сехечĕ иртрĕ. Унăн пултарулăхĕ чăваш литература историйĕнче паллă вырăн йышăнать.

Турхан Хĕветĕрĕ поэзи ăсталăхне чăваш халăх юррисенчен, М.Ю. Лермонтовпа А.И. Крыловран вĕренсе пынă.  Сӑвӑҫ хӑйӗн пултарулӑхне пейзаж лирикинчен пуҫлать. Вăл лирикăлла сăвăсемпе пĕрлех чăваш поэзийĕнче сатира жанрне чĕртсе ярас тĕлĕшпе те вăй хурать. Çавăн пекех унăн поэзийĕнче тĕн темипе çырнă сăвăсем те пур.

Турхан Хĕветĕрне сăвă çырас ĕçе пиччĕшĕ, Турхан Яккăвĕ, явăçтарнă. 1898–1905 çулсем тĕлнелле вăтăр ытла сăвă хайлани паллă. Ҫавӑн пекех юптарусем тата поэмӑсем ҫырнӑ. Унӑн 50 яхӑн сӑвви сыхланса юлнӑ.

Сӑвӑҫӑн кашни хайлавĕ хăйне евĕрлĕ. Лирикăлла геройсем тÿрĕ кăмăллă та çепĕç туйăмлă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *