Воскресенье, 19 апреля, 2026
Главная > Новости > Вулавӑшра черетлĕ тĕлпулу иртрě

Вулавӑшра черетлĕ тĕлпулу иртрě

Нарăс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тӗп вулавӑшра Чӑваш ҫыравҫин Людмила Сачковӑн кӗнекисен презентацийӗ иртрĕ. Тĕлпулăва районти вулавӑш ӗҫченӗсем пуçтарăннă.

Людмила Николаевна – чăваш çыравçи, публицисчĕ, драматургĕ, Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн пайташĕ, РФ театр ӗҫченӗсен союзӗн пайташӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ.

Тӗлпулура Людмила Сачкова хăйĕн биографийӗпе, икӗ ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарчӗ: «Сиксе юхать Хула çырми» тата «Иртнĕ кунсен куççулĕ».

Пĕрремĕш кĕнеки — «Сиксе юхать Хула çырми» – историллĕ роман. XI-XIII, ХVI тата ХIХ ĕмĕрсенчи чăваш ялĕн пурнăçĕ сăнланнă. Автор вулакана вăрман хăртса уй-хир тăвакан хастар та ĕçчен, тÿрĕ çулпа утакан таса чунлă чăвш çыннисемпе паллаштарать. Роман вĕçĕнче Усă курнă литература списокĕ тата Хушăм документсем (Приложени) те пур.

Иккӗмӗш кӗнеки-истори роман-саги «Иртнĕ кунсен куççулĕ». 1918 ҫулхи граждан вӑрҫине чӑваш Енре персонажсен шӑпи урлӑ халӑх трагедийӗ тесе кӑтартнӑ. Ҫутӑ та ҫивӗч сюжетлӑ содержани никама та сӳрӗккӗн хӑвармӗ – ку вӑрҫӑ пулӑмӗсем те, юрату виҫкӗтеслӗхӗсем те, тӑван тавралӑх ҫутҫанталӑкне лирикӑлла сӑнласа пани те. Пӗтӗм текста историлле справкӑсемпе пуянлатнӑ, вӗсен чӑнлӑхне сноскӑсенче палӑртнӑ.

Кӗнекесене автор ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ.

Кĕнекесеме паллаштарнă май автор хальхи ĕçĕпе те, «Тăван Атăл» журналпа та паллаштарса хăварчĕ.  Людмила Сачкова редактор унăн малашлăхĕшĕн, ăна илемлĕрех, пуянрах тăвассишĕн чĕререн çунни палăрчĕ.

Людмила Николаевнăна çак кĕнекесене кăларнă ятпа саламласа ырлăх-сывлăх, пурнăç сукмакĕпе нумай-нумай çул утма, нумай ырӑ сӑмахсем каларӗҫ   тӗл пулӑва хутшӑнакансем. Вăл вулавăша хăйĕн кĕнекине парнелерĕ. Вулакансем çывӑх вӑхӑтра çак кӗнекепе килсе паллашасса кӗтсех тӑратпӑр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *