Понедельник, 16 марта, 2026
Главная > Новости > Ырришĕн вара çакă ыр тĕнчене сăмах та пулин хăварасчĕ…

Ырришĕн вара çакă ыр тĕнчене сăмах та пулин хăварасчĕ…

Раштавăн 16-мĕшĕнче Любовь Васильевна Мартьянова поэт, ҫыравҫӑ, журналист ҫуралнӑранпа 75 ҫул çитрĕ.

 Елчӗкри тӗп библиотекӑра çак ятпа «Ырришĕн вара çакă ыр тĕнчене сăмах та пулин хăварасчĕ» курав-портрет йӗркеленӗ. Кунта Любовь Мартьянова çырнӑ кĕнекесене  вулама пулать.

 Любовь Мартьяновăн пĕрремĕш сăввисем 1969-мĕш çулта, студентсен литература пĕрлешĕвĕн «Çилçунат» хаçатĕнче тата «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçатра пичетленнĕ. Пĕрремĕш сăвă кĕнеки 1982 çулта «Эп чĕртнĕ вучах» ятпа тухнă. Ун хыççăн «Сенкер ачалăх» (1983), «Шурă юр юрри» (1986), «Йышăнман сăмахсем» (1991) ятлă кĕнекесем кун çути курнă. Унăн сăввисемпе çырнă юрăсем те халăх кăмăлне каяççĕ, поэтесса пултарулӑхӗн пур ҫепӗҫлӗхӗпе уйрӑмлӑхӗсене уҫса параççӗ. Л.В.Мартьяновăн хайлавӗсем, калавĕсемпе сăввисене вӑтам тата аслӑ шкул программисемпе учебникӗсене кӗртнӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *