Округри тĕп вулавăшра çěнě кĕнекене хакласси йăлана кĕнĕ. Кунта хамăр ентеш-çыравçăсем, сăвăçсем, вулакансем парнеленĕ кĕнекесемпе хаçат-журналсем чылай.
Паян эпир хамăрăн ентешěмěрсен, юрă-кěвě ăстисен — Вячеслав Германович Захаровпа унăн ывăлě Леонид Вячеславович пухса хатӗрленӗ «Тăсса ятăм купăса» юрă кěнекине хаклама пуçтарăнтăмăр. Кěнеке Шупашкарти типографире çěр тиражпа тухнă. Вăл 7 пайран тăрать, асăнмалăх ÿкернě сăнÿкерчěксемпе те пуян.
Вячеслав Германович — композитор, ăста купăсçă. Юрăçă тăван халăх юрри-ташшисене, йăли-йěркисене упраса хăварма вăй-хал çитнě таран тăрăшать.
«Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», — теççě ваттисем. Унăн ывăлě те, Леонид Вячеславович, мěн пěчěкрен ашшě купăс каланине илтсе ÿснě. Пултаруллă купăсçă, баянист, юрăçă хулари мероприятисене, ыркăмăллăх концерчěсене активлă хутшăнать.
Кěнеке кашни ӑрушӑн питӗ хаклӑ та пӗлтерӗшлӗ япала. Вулавăшăн кĕнеке çӳлĕкĕсем татах та пуянланчĕç. Вячеслав Германовичпа Леонид Вячеславович Захаровсем «Тăсса ятăм купăса» ятлă юрă кĕнекине парнелерĕç.
Вулакансем çывӑх вӑхӑтра çак кӗнекепе килсе паллашасса кӗтсех тӑратпӑр.

