Тӗрӗ — чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл пуянлӑхне, алӑ ӑсталӑхне, тирпейлӗхӗпе ӗçченлӗхне сӑнарлакан паллӑ. Чӑваш Ен Пуçлӑхӗ Олег Николаев хушӑвӗпе чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче кашни çулах Чӑваш тӗрри кунне паллӑ тӑваççӗ.
Тӗрӗ чӑвашсен мӗн авалтан пирӗн вӑхӑта çитнӗ искусствӑсенчен пӗри шутланать. Чӑваш тӗрри илемлӗ те пуян. Чӑннипех асамлӑ чӑваш тӗрри. Авалхи чӑваш тӗрри икӗ енчен пӑхсан та пӗрешкел. Чӑваш эрешӗн композици тытӑмӗн уйрӑмлӑхӗ — геометрилле тӗрӗсене ӳсен-тӑран тата выльӑх-чӗрлӗх кӗввисемпе пӗрлештерни. Юратнӑ тӗссем — пусӑрӑнчӑк хӗрлӗ, марен тӗсӗсем симӗс тата хӗрлӗрех сарӑ (сайрарах-кӑвак тата хӑмӑр) тӗссемпе пӗрлешсе тӑраҫҫӗ.
Елчӗкри тӗп библиотекӑра çак ятпа «Çӗр пин тӗрӗ çӗршывӗ» курав йӗркеленӗ. Çак куравра чӑваш тӗрри çинчен çырнӑ кӗнекесемпе, чăваш енри паллă тěрě ăстисем çинчен çырса панă кĕнекесемпе, ал-ӗç япалисемпе паллашма май пур. Чӑваш тӗрри çинчен çырнӑ сӑвӑсене те вуласа киленме пулать, Курав Чăваш тěрри кунěчченех пырать. Вăл пуриншěн те усăллă пулě. Чуна тыткăнлакан илемěпе илěртě.


