Главная > Новости > Чăваш чĕлхи-тăван чěлхе

Чăваш чĕлхи-тăван чěлхе

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн паллă кун. Çак кун, çурхи илемлĕ вăхăтра, чăвашсене çутта тухма пулăшнă И. Я. Яковлев çуралнă кун эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр.

Тӑван чӗлхе – атте-анне чӗлхи. Ашшӗ-амӑшне хисеплекен ҫын тӑван чӗлхене те хисеплӗ. Пирӗншӗн тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи. «Чӑваш чӗлхи … пирӗншӗн вӑл асаттесен пехилӗ, асаннесен кӗлли, пирӗншӗн вӑл вӑрман сулхӑнӗ, тӑп-тӑрӑ ҫӑлкуҫ шывӗ, пирӗншӗн вӑл чӗре таппи, чун хавалӗн чи ачаш хусканӑвӗсем, пирӗншӗн вӑлпурнӑҫ…» (Геннадий Волков) Тӑван чӗлхене, чăваш чěлхине халалласа Аслă Таяпа вулавăшěче «Чăваш чĕлхи-тăван чěлхе» чӑваш кӗнекисен куравне йӗркелерӗмӗр. Куравра чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, ҫавăн пекех Вĕрентекенĕмĕрĕн Чăваш халăхне панă халалĕпе тĕплĕн паллашма пулать. И. Я. Яковлев халалĕ ÿсекен ăрăва каланă пехил.

Пехил вăл – чăваш çынни хăй вилес умĕн пурлăхне, еткерлĕхне, тăванĕсене халалласа хăварни, ытлăх-çитлĕх пурăнма,тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтленме, сывлăхлă пулма пиллени. Чӑваш чӗлхи малашне те кашни кун янӑратӑр – килте те, урамра та, хулара та, ялта та, шкулта та. Вулаканăмăрсем куравпа паллашма, чӑваш кӗнекисене илсе вулама пултараҫҫӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *