Çитĕнекен ăрăва çĕршыв историйĕпе паллаштарас тата ăна юратма вĕрентес тĕллеве мала хурса Яманчÿрел ял библиотекинче вĕренекенсемпе «Тылри паттăрсене халалласа» ятпа литература сехечĕ иртнĕ.
Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисен паттăрлăхне халалланă. Шкул ачисене Надежда Обожгеева библиотекарь тата культура çурчĕн заведующийĕ Татьяна Иванова вăл вăхăтри тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă, сăн ÿкерчĕксен тата кĕнекесен куравĕсемпе паллаштарнă. Кĕçĕннисем З.Князева авторăн тата режиссерăн «Строителям безмолвных рубежей» фильмне та курнă, ăна сÿтсе явнă. Районти культура ĕçченĕсем ÿкерĕннĕ фильм вĕсене вăл вăхăтри лару-тăрăва куç умне чĕррĕн кăларса тăратма пулăшнă.
Юлашкинчен ачасем П.Андреевăн «Крутые версты от Суры», «В тылу как на фронте» кĕнекисене те тишкернĕ.
Источник: «Елчĕк Ен»