Четверг, 21 ноября, 2024
Главная > Новости > Ҫеҫпӗл Мишши

Ҫеҫпӗл Мишши

Хастарлӑ, хыт утӑмлӑ пулӑр,

Ҫӗршывӑн хастар ачисем.

Вут кайӑклӑн вӗҫӗр, ан юлӑр,

Ан юлӑр кун-ҫул уттинчен.

Умра — черетлӗ паллӑ кун: 2024-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши поэтӑмӑр ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Ахаль поэт мар вӑл — хӑй халӑхӗ ятӗнчен пӗтӗм тӗнче умӗнче сӑмах калама хӑраса тӑман кӑвар чӗреллӗ генилле поэт, революци кӗрешӳҫи, сӑвӑ ҫырма вӗрентекен правилӑсен авторӗ.

Чӑваш совет поэзийӗн классик Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсене Крымра тата Украинӑра ирттернӗ. Киевра вӑл художество (ӳнер) шкулӗнче вӗреннӗ, Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ. Поэтӑн ҫав ҫулсенчи пурнӑҫне чӑвашсен паллӑ писателӗ Чичканов П. Н.документсемпе усӑ курса сӑнарлӑн ҫырса кӑтартать.Ҫак кӗнекепе Шӑмалак ял вулавӑшӗн вулаканӗсем юратса, тӗплӗн паллашаҫҫӗ.»Ҫӗн кун ачи» кӗнеке куравӗ те вулаканӑн кӑмӑлне ҫӗклет. Куллен Ҫеҫпӗл Мишши ҫырнӑ сӑвӑсене вулавӑшра юратса вулани, чуна савӑнтарать.

Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шӑмалак ял библиотекинче кӑвар чӗреллӗ поэт Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ «Кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши» литература сехечӗ иртӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *