Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Новости > Иван Яковлевич Яковлев — чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ

Иван Яковлевич Яковлев — чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе!

Эс – чи пахи, эс – чун уççи.

Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи,

Пин чĕлхерен чи çепĕççи.

Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, аслă вĕрентекенĕмĕр. Унăн ятне пĕлмен çын çук ĕнтĕ. Вăл 1848 çулта апрелĕн 25-мĕшĕнче Тутарстанăн Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.

Яковлев чăваш çырулăхне, литературине аталанма çул уçаканĕ. Вăл чăваш алфавитне тунă, букварь хатĕрленĕ, ачасем валли калавсем çырнă, шкулсем уçнă. Чăваш ачисене чăвашла та, вырăсла та çырма, вулама вĕрентнĕ. Эпир ăна асра тытатпăр. Кашни çул И.Я. Яковлев çуралнă кун Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр. Иван Яковлевичăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пире пурăнма, ырă тума, пур халăха та хисеплеме вĕрентеççĕ. Тăван чăваш халăхне валли тĕлĕнмелле ырă, вĕрентекен халал хăварнă.

Çак паллӑ куна халалласа «Тăван чĕлхем, эс чун уççи» краеведени сехечӗ иртрӗ. Библиотекарь ачасене И.Я. Яковлев кун-ҫулӗ тата ӑслӑлӑх ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен слайдсемпе усӑ курса тӗплӗн каласа пачӗ. Тӗпчевҫӗ ҫинчен тӗплӗнрех вуласа пӗлес туртӑма аталантарас тесе вӗренекенсене «Иван Яковлевич Яковлев — чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ» кӗнеке выставкипе паллаштарчӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *