Пирĕн Елчĕк çĕрĕ мухтавлă та пултаруллă çынсемпе пуян. Чӑннипех те маттур елчӗксем. Мухтава тивӗҫлӗ ҫынсем ҫинчен каласа пӗтерме те ҫук. Мӗн чухлӗ паллӑ ҫыравҫӑсем, сӑвӑҫсем, ăс-чахсем. Чылайăшӗсемпе пирӗн тӗп вулавӑшра вулакансемпе тӗлпулусем иртнӗ.
Паян округри тĕп вулавăшра Николай Александровăн «Ман тĕнче пуçланать çакăнтан» ятлă кĕнеке хаклавĕ иртрĕ.
Николай Александров 1950 çулхи ака уйăхěн 4-мěшěнче, Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Арланкасси ялĕнче çуралнă. Николай Иванович – общество активисчĕ, таврапĕлÿçĕ, район хаçачĕн çывăх тусĕ, тăван халăх, ял историйĕпе, несĕлсен кун-çулĕпе кăсăкланакан тĕпчевҫӗ.
Иртнĕ кунсăр пуласлăх çук. Тăван тавралăх, ял-йыш, ентешсен историне май килнĕ таран упраса хăварсан пирĕн халăх кун-çулĕ ĕмĕрсем иртнĕçем пуянланса та анлăланса пырĕ. Çак тĕллеве тĕпе хурса хатĕрленĕ ку кĕнекене Николай Александров.
Кĕнекене хаклама чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Веникова, Николай Малышкин, Анатолий Тимофеев, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи вулавăшсен ертÿçисем тата ытти хăнасем пуçтарăнчĕç. Килнĕ хăнасем пурте Николай Ивановича тав туса, унăн ĕçне хакласа нумай ăшă сăмах каларĕç, кĕнекене пысăк хак пачĕç.
«Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Ăру хыççăн ăру çитĕнет, кашниех çĕнни илсе килет, кашниех мĕнпе те пулсан савăнтарма тăрăшать. Ку кĕнеке те тăван тавралăх культурине вĕрентекенсемшĕн, таврапĕлÿçĕсемшĕн, историпе кăсăкланакансемшĕн усăллă материал» — терĕ Энтепе ял вулавăшĕн ертÿçи Лариса Данилова.
Николай Александров тĕп вулавăша хăйĕн кĕнекине парнелерĕ.

