Паян чăваш халăх писателĕ, пултаруллă поэт, драматург, куçаруçă, педагог Юхма Мишши хăйӗн çуралнă кунне паллă тăвать.
Çак ятпа тĕп вулавăшра шкул ачисемпе тĕлпулу иртрĕ. Вĕсем Юхма Мишши çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллашрĕç, юбиляр ҫинчен нумай ҫӗннине, кӑсӑклине пӗлчӗҫ. Юхма Мишшин романӗсемпе повеҫӗсене, сӑввисемпе калавӗсене, пьесисене хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи халӑхсен ҫӗре яхӑн чӗлхине куҫарнӑ. Писатель произведенийӗсен геройӗсем – ҫунатлӑ, пысӑк шухӑш-ӗмӗтлӗ, паттӑр та хӑюллӑ, Тӑван ҫӗршыва чунтан юратакан ҫынсем. Хамӑр халӑхӑн иртнӗ пурнӑҫне, хальхи ӗҫне-хӗлне, пуласлӑхне тӗрӗс ҫутатса пама тӑрӑшнине куратпӑр. Вӑл ача-пӑча валли те пайтах сӑвӑ-калав, повесть, пьеса ҫырать. Унăн кĕнекисем пирĕн вулавăшра та чылай.
Михаил Николаевича çуралнă кун ячĕпе саламлатпӑр, сывлӑх, иксĕлми вăй-хал, вăрăм ĕмĕр сунатпӑр, тата та ҫӗнӗ хайлавсем кĕтетпĕр.

