«Литературӑллӑ Чӑваш ен-2025″ фестиваль шайӗнче Аслӑ Елчӗкри вулавӑшра 3-мӗш класс ачисемпе (класс ертӳçи Л.Егоркина)»Асамлӑ чӑматан» ятлӑ тĕлпулу иртрӗ.
Ҫакӑн евӗрлӗ тĕлпулăва кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисене чӑваш ҫыравҫисен ача-пӑча валли ҫырнӑ илемлӗ литературипе, ҫав шутра фестивальте паллаштаракан ҫӗнӗ кӗнекесемпе те, интереслентерес тӗллевпе йӗркеленӗ.
«Асамлӑ чӑматан» — вӑл кӗнекесемпе тулнӑ, ачасем валли хатӗрленӗ курав-иллюстраци. Библиотекарь чӑматанран чӑвашла ҫырнӑ юмахсен, сӑвӑсен тата калавсен кӗнекисене кӑларса паллаштарчӗ.
Ачасем вӗсене сӑнаса пӑхрӗҫ, хуплашкисем тӑрӑх хайлавӑн содержанине тавҫӑрса илме тӑрӑшрӗҫ, чи кӑсӑклисене суйласа сасӑпа вулама тытӑнчӗҫ.
Тепӗр кӑсӑклӑ самант- ӑс тӗрӗслевӗ. Библиотекарь ыйтнисем тӑрӑх ачасем кӗнекери сӑнарсене, сюжетсене аса илчӗҫ. Сӑмахран, вӗсем «кам юмахри чи чее чĕрчун ?», «хӑш кӗнекере туссем пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшрӗҫ?» текен ыйтусене хуравларӗҫ. Чӑматанри кӗнекесене чӑваш художникӗсем илемлетнӗ. Ачасем кӗнеке ӳкерчӗкӗсене пӑхса тухрӗҫ, вӗсенчен чи килӗшнине суйласа илсе тата мӗншӗн ҫав ӗҫ килӗшнине ӑнлантарса пачӗҫ.
Ҫак тĕлпулӑвӑн тӗп тӗллевӗ — чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене халӑх хушшинче анлӑрах сарасси, уйрӑмах ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхепе ҫырнӑ паха литературӑна юратма вӗрентесси. «Асамлӑ чӑматан» вара ҫак ӗҫре пысӑк пулăшу кӳрет.



