Кĕнеке презентацине ял историйĕпе кӑсӑкланакансем, çыравçăсемпе чӗрӗ хутшӑнма юратакансем, авторăн пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, вулавăш ĕçченĕсем, ҫавӑн пекех кӗнекесем мӗнле ҫуралнине пӗлесшӗн çунакансем пуçтарăнчӗҫ.
Ҫěнӗ кӗнеке – Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Тӗмер ялӗ тата унта пурӑнакансем ҫинчен документпа таврапӗлӳ кӑларӑмӗ, Шупашкарти типографирен тӑватçěр тиражпа пичетленсе тухрĕ. Кӗнекере ял аталанӑвӗн тӗп тапхӑрӗсене ҫырса кӑтартнӑ: Тӗмер чиркӗвӗ, коллективлӑ хуҫалӑхсем, инфратытӑм объекчӗсемпе ялӑн паллӑ вырӑнӗсем ҫинчен уйрӑм сыпӑксемпе каласа панӑ. Ҫавӑн пекех кӗнекере ялта ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсем ҫинчен ҫырнӑ, асăнмалăх ÿкернě нумай сăнÿкерчěксем кĕртнĕ.
Николай Алексеев – журналист, Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен Союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, пултаруллă çын: общество активисчĕ, таврапĕлÿçĕ.
Тӗмер ялӗ ҫинчен ҫырасси – «чун апачӗ» пулинех Николай Васильевичшӑн. Хӑй ҫуралнӑ ялӑн историйӗпе чылайранпа кӑсӑкланать. Пушӑ вӑхатра ялти ватӑ ҫынсемпе курнӑҫса калаҫни, Шупашакарти тӗрлӗ архивсенче, Тӗмер чиркӗвӗнче упранакан документсене тишкерни, аякра пурӑнакан ентешсемпе ҫыру ҫӳретни ҫак кӗнекене кун ҫути кӑтартма май панӑ. Н. Алексеев 5 кӗнеке авторĕ.
Николай Алексеева малашне те ҫирӗп сывлӑхпа хавхалану, ҫӗнӗ кӗнекесем ҫырма вăй-хăват, ăнăçу сунса хăварчĕ вулавăш ертÿçи Алина Петрова.






